28 октября 2009 г.
Курнавăшри информаципе культура центрĕнче "Ылтăн кĕркунне" шоу-программа иртнĕ. Музей заведующийĕ А.Смирнов пахча çимĕçрен тĕрлĕ япаласем ăсталанă выставка уява илем кĕртнĕ. Чăн-чăн ăстаçăсене жюри призсемпе савăнтарнă. Шоу-программăн тĕп номерĕ вара, паллах, виçĕ командăн тупăшăвĕ пулнă. "Кĕрхи çулçăсем", "Киски" тата "Хĕрсем" командăсем тĕрлĕ конкурссенче вăй виçнĕ, юрланă, ташланă. И.,Т., В., Е.Светопольскаясем, В.Маркова, Е.Егорова çамрăк артистсем пухăннă халăха кĕр темипе çыхăннă янăравлă юрăсемпе савăнтарнă. Хаваслă тупăшура "Хĕрсем" команда çĕнтернĕ. Вĕсем призсем тата "Мисс-Кĕркунне" коронăна тивĕçнĕ. Шоу-программа хыççăн çамрăксем кăмăла çĕклекен ташă каçĕнче савăннă.