24 октября 2009 г.
Йывăçран, хăва-пушăтран, тăмран тĕрлĕ япала ăсталасси чăваш хушшинче ĕлĕк пур çĕрте те анлă сарăлнă. Халĕ ĕнтĕ çав япаласенчен нумайăшĕ манăçа тухнă темелле. Анчах хальхи ăстаçăсем те кăкшăмсемпе чашăксем, хăмла каткисемпе алтăрсем, çăпата, сĕтел-пукан е ача тетти тунă чух халăх пултарулăхĕн пуян ăслай-меслечĕсемпе усă кураççĕ, кивĕ йăла-йĕркесене çĕнетсе аталантараççĕ. Çавна май халь ăсталанă япаласенче халăхăн авалтан килекен хăнăхăвĕпе паянхи çыннăн эстетика туйăмĕ килĕшỹллĕн çыхăнса тăнине курма пулать. Чăваш мĕн ĕлĕкрен хăнана чаплă çи-пуçпа çỹренĕ. Килте ахаль çỹренĕ вăхăтра вара тĕртнĕ кĕпе, тĕртнĕ йĕм тăхăннă. Урана тăла-чăлха тăхăнса çăпата сырнă. Унтан кĕркунне, çуркунне, ĕçе кайнă чухне сăхман, хĕлле кĕрĕк тăхăннă. Ĕçке-çике кайнă чухне вара аванрах тумланма тăрăшнă хресчен. Пурте мар пулсан та хăшĕсем сăран атăсемпе, кăçатăсемпе çỹренĕ. Пуçне путек тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕксем тăхăннă. Хĕллене валли чăваш сарă кĕрĕк çĕлетнĕ. Ун çинчен ытларах симĕс пиçиххи çыхма юратнă. Чăваш улача кĕпепе çỹреме юратнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ăна кăвак çиппе шурă çипрен тĕртсе тунă. Авал çуркунне пĕве хĕрринче тăтăшах хĕрарăмсене курма пулнă. Вĕсем унта çип пĕветнĕ. Каярахпа çав çипсенчен пир тĕртнĕ. Кăвак йĕм тăхăннипе те палăрнă пирĕн енчи чăвашсем. Йĕм тĕрри арçыннăн та, хĕрарăмăн та пĕр евĕрлех пулнă. Ăна саккăр кăвак, икĕ пĕрчĕ шурă, икĕ пĕрчĕ кăвак, татах икĕ пĕрчĕ шурă çип, унтан каллех саккăр кăвак туса, тĕрĕ хутлăхне каллех икĕ пĕрчĕ шурă хăварса тĕртнĕ. Йĕм тĕрри кĕпе тĕрри пекех йышлă пулман. Тăваттă хĕрлĕ, икĕ пĕрчĕ кăвак, малалла хăшĕ пĕр пĕрчĕ шурă, хăшĕ икĕ пĕрчĕ шурă хунă, унтан тата икĕ пĕрчĕ кăвак хурса тĕртнĕ. Урлăшне кăвак кăна "ывăтнă". Кун йышшине арçын валли кăна хатĕрленĕ. Хĕрарăмсем тата çаптарккă çиппинчен çав тĕрре туса тăхăннă. "Çаптарккă çип" тесе пĕвере-мĕнте килти çиппе хĕрлĕпе пĕветнине каланă. Чăвашăн пир, тăла таврашĕ вырăсăнни пек сарлака пулман. Ĕлĕкхи чăваш арçынĕ кĕпине кĕске тунине юратман. "Купарча ан курăнтăр",_ тенĕ вăл. Пасар кĕписене вара вырăсăнни пек кĕскерех ăсталанă. Ĕлĕк арçын та , хĕрарăм та урине тăла чăлха сырнă. Ăна шалпартарах çĕленĕ те çăпата кантри курăнмалла мар туса унăн кантри çинчен антарсах янă. Çулласенче чăваш пĕр хут тăла чăлхапа кăна çỹренĕ. Хĕлле пулсан тăла чăлха айĕнчен "çип чăлха" (пански) тăхăннă. Уявра-мĕнре хĕр упраç урине пушмак тăхăннă пулсан, арçын ача уринче атă пулнă, ытти чухне ураран çăпата-чăлха кайман. Чăваш чаппанпа тăлăпсăр та пурăнайман. Лашапа çỹренĕрен вĕсемсĕр май та пулман. Темле çăмăл мар пулсан та ỹркенмен чăваш çемйинчи кашни çыннăн икĕ-виçĕ тумтир пулнах. Паянхи ача-пăча чăвашсен çăпатине курман та пулĕ. Музейсенче çеç упранса юлнă-тăр вĕсем. Пирĕн ялти сакăр вунă çулхи Петр Ермолаев вара çăпата çыхма ăста. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕн членĕсене çăпата çыхса парнелерĕ вăл. Унăн мăшăрĕ, Акулина Иринарховна, юрра пит маçтăр. Ĕлĕкхи юрăсене вĕрентет пире Кулля аппа. Авалхи йăла-йĕркесене манăçа кăларас мар тесе ялти библиотекăра ятарлă кĕтес уçрăмăр. Шкул ачисем ĕлĕкхи тумтирсемпе хаваслансах паллашаççĕ.