24 октября 2009 г.
Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене çут çанталăк газĕпе уйрăммăн хутса ăшăтасси аталанса пырать. Çакăн тата коммуналлă хуçалăхри ытти улшăнусем çинчен район пуçлăхĕн çумĕпе, райадминистрацин строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçипе И.Кузнецовпа калаçу пуçартăмăр: _ Елчĕкри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пỹлĕмсене çут çанталăк газĕпе хăйсем хутса ăшăтма тытăнни çĕнĕлĕх мар. Виçĕ çул каяллах пуçăннă вĕсем çак ĕçе _ ун чухне Мир урамĕнчи пĕр çуртри хваттерсен хуçисем хăйсем пурăнакан вырăна çут çанталăк газĕпе хутмалли хурансем вырнаçтарчĕç. Иртнĕ çул Çурçĕр урамĕнчи 1, 3-мĕш çуртсенче пурăнакансем те çак ĕçе пуçăнса ăна ăнăçлă вĕçлерĕç. Кăçал вара хваттерсене çут çанталăк газĕпе уйрăммăн хутса тăрасси çĕнĕ вăй илчĕ тесен те юрать. Нумай хваттерлĕ 7 çурта пурăнакансенчен чылайăшĕ пỹлĕмсене хăйсем çут çанталăк газĕпе уйрăммăн хутса тăраççĕ. Кооператив урамĕнчи 77-мĕш, Комсомол урамĕнчи 3-мĕш, Андреев урамĕнчи 1, 2-мĕш, Юбилей урамĕнчи 14, 15-мĕш, Мир урамĕнчи 19-мĕш çуртсенче пурăнакансем çут çанталăк ырлăхĕпе усă кураççĕ. _ Илья Васильевич, нумай хваттерлĕ çуртсене уйрăммăн хутса ăшăтма тытăнасси мĕнпе çыхăннă? _ Чи малтанах, хваттерсене уйрăммăн хутса ăшăтма куçасси вĕсенче пурăнакансем пуçарнипе çыхăннă. Вĕсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ çут çанталăк газĕн ырлăхне туйса илнĕ, çавăнпа çĕнĕлĕх çине куçма кăмăлланă. Çакна та палăртмалла: уйрăм газ хуранĕсене вырнаçтарнин усси пысăк _ хваттерти температурăна хăвна кирлĕ пек йĕркелеме май пур. Унсăр пуçне газ çунтарнăшăн уйрăм счетчикпа тỹлетĕн _ çакă укçа-тенкĕне перекетлеме пулăшать. 2012 çулта çĕршывра коммуналлă хуçалăхра реформăсем вĕçленмелле _ централизациленĕ котельнăйсене уйрăм çынсен аллине параççĕ. Паллах, çавăн чухне ăшăшăн тỹлемелли тарифсем пысăкланасси куç умĕнче _ уйрăм çын тăкаклă ĕçлемест. Çаксене шута илсе, çынсен кăмăлне кура, район администрацийĕ Елчĕкри нумай хваттерлĕ çуртсене çут çанталăк газĕпе уйрăммăн хутса ăшăтма куçассине çитес 2010 çулта вĕçлесшĕн. Çакă пурăнакансене усăллă çеç пулĕччĕ. _ Халĕ коммуналлă çуртсенче пурăнакансен мĕн тумалла? _ Вăхăта çухатас марччĕ. Халех нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем пĕрле пухăнса канашламалла, пуçару ушкăнĕ йĕркелесе пỹлĕмсене уйрăммăн хутса ăшăтма кăмăлланине пĕлтерсе Елчĕк ял тăрăхĕн администрацине заявлени çырмалла. Çавăн пекех халех техусловисем илмелле, проектсем тума пуçăнмалла. Кирлĕ документсене хатĕрлеме пулăшма Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ те, райадминистрацин строительство, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх пайĕ те хатĕр. Хутсене маларах хатĕрлени çитес çул çăва тухсанах монтаж ĕçĕсене хăвăрт пурнăçлама май парĕ. _ Коммуналлă хуçалăхра тата мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ? _ Район центрĕнче пурăнакансем коммуналлă хуçалăхри улшăнусене асăрханă ĕнтĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенчен чылайăшĕ хăйĕн сăнне улăштарчĕ: çуртсен тăррисене çĕнĕрен витнĕ, электричество, шыв, канализаци системисене тĕпрен улăштарнă. Çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ 16350 пин тенкĕ тăкакланă. Малашне те çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе ĕçлесе пырăпăр.