Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АН ЙĔР, АННЕ, ЭП СЫВАЛАТĂП

24 октября 2009 г.

АН ЙĔР, АННЕ, ЭП СЫВАЛАТĂП Шăнкăрав илемлĕн шăнкăртатса илсен кухньăра тăрмашакан Галя васкавлăн алăк енне утăмларĕ. Почтальон иккен, пысăк конверт тăсать. Хĕрарăм çыру кам ячĕпе килнине пĕлес тесе конверт çине тимлесе тинкерчĕ. "Романову Антону от Деда Мороза" шăрçа евĕр почеркпа капăрланнă конверт. Çак йĕркесене курсан Галя алăкне питĕрмесĕрех Антон пỹлĕмне чупса кĕчĕ, тирпейлĕн сарăлса тăракан вырăн çине тăсăлса ỹкрĕ те чун-чĕререн ĕсĕклесе йĕме тапратрĕ. Чĕрене çурасла йĕчĕ вăл. Унтан сиксе тăрса шифоньер алăкне уçрĕ, çỹлĕксем çинче тирпейлĕн майласа хунă ача япалисене илсе темрен те хаклă япалана çухатасран хăранăн хăй çумне хыттăн та хыттăн чăмăртарĕ. _ Эсир çеç аса илтеретĕр вĕт мана ывăлăм пирки, эсир çеç. Ах, ывăлăм, темле тăрăшсан та сыватаймарăмăр вĕт сана. Сан ятупа ав эсĕ уçса вуласса шанса çырусем килеççĕ. Иртнĕ çул раштав уйăхĕнче Хĕл Мучи патне иксĕмĕр çыртăмăр çак çырăва. Унта чи хаклă ĕмĕт пирки çырмаллаччĕ. Мана кăтартмарăн эсĕ мĕн çырнине, анчах та эсĕ мĕн ĕмĕтленнине эпĕ чĕремпе туйрăм-çке. Сывлăх пама, йывăр чиртен сывалма пулăшма ыйтрăн эсĕ, ывăлăм. Кайран хуравне те тем пек кĕтрĕн. Хĕл Мучи ерçеймен курăнать ун чухне. Халĕ килчĕ хурав, анчах та кая юлчĕ çав вăл. Текех çук эсĕ манăн çумăмра, çак çырăва та уçса вулай-мастăн. Кăштахран, чунĕнчи чул пек йывăр çĕклеме куççульпе çуса кăларнă хыççăн, лăпланнă пек пулчĕ вăл, каялла вырăн çине кайса ларчĕ, ерипен пỹлĕме сăнама пуçларĕ. Стена çумĕнчи полка çине кăррипе тирпейлĕн лартса тухнă теттесем хуçине кĕтнĕн, хĕрарăм хуйхине ăнланнăн туйăнаççĕ. Хуçи вĕсенчен яланлăхах уйрăлса кайнăранпа икĕ уйăх иртрĕ ĕнтĕ. Сĕтел çинчи пысăк рамка ăшĕнчи сăн ỹкерчĕке алла илсен Галя малтанхинчен те хыттăнрах ĕсĕклеме пуçларĕ. Салхуллă, тимлĕ, çав вăхăтрах ăслă куçĕсемпе тинкерекен ача сывă пулсан амăшне лăплантармалли сăмах тупатчех ĕнтĕ çак самантра. Вилес умĕн çур сехет маларах та вăл амăшĕ çине тимлĕн тинкернĕччĕ, вăйсăр сассипе çапла каланăччĕ: _ Ан йĕр, анне, ан хуйхăр. Эпĕ вилместĕп, эпĕ сывалатăп. ...Тăхăр çул çатма çинчи пек ăшталанчĕ хĕрарăм, тăхăр çул кĕтрĕ çав хăрушă чир ывăлĕ çумĕнчен хăпасса, шав шанчăкпа пурăнчĕ. Мĕн кăна тумарĕç, ăçта кăна çитмерĕç мăшăрĕпе: Хусана, Питĕре, Мускава... Мĕн ĕçлесе илнĕ укçи-тенкине ывăлне сыватас тĕллевпе тăккаларĕç. Апла-и, капла-и, ун чухне тĕпренчĕкĕ çумраччĕ, çумне тытса ăшшăн çупăрлама пулатчĕ. Халĕ вăл çумра çук чухне тата та йывăр иккен. Ах, епле йывăр иккен вăл ачан вил тăприне таптама... ...Гальăпа Юра пĕр-пĕрне юратса пĕрлешрĕç. Хĕр бухгалтера вĕреннĕ, Юра вара электрик специальноçне алла илнĕ. Пĕрлешсенех вĕсем общежитири пĕр пỹлĕмре вырăн тупрĕç. Çулталăкран çемьере ача сасси те илтĕнчĕ. Куç шăрçисене упранă пек упрарĕç вĕсем ăна, унăн кунран-кун хушăнса пыракан кашни çитĕнĕвĕшĕн савăнчĕç. Шăп çулталăк тултарнă кун Антон утма пуçласан еплерех хĕпĕртерĕç тата. Ялта пурăнакан асламăшĕпе аслашшĕ, кукамăшĕпе кукашшĕ пĕрле канашласа мăнукне çак ятпа ларса ярăнмалли пысăк машина парнелерĕç. Вăхăт шурĕ, ывăл ача икĕ çул тултарсан Гальăна валли ĕç вырăнĕ те тупăнчĕ. Вĕсем пурăнакан çуртран инçех мар офисра бухгалтер кирлĕ. Ĕçе каймалла пулсан ачана ача садне вырнаçтармалла. Анчах юлашки эрнере вăл пуçĕ ыратнине çине-çинех калама пуçларĕ тем. Тĕрĕсленсе илмеллех. Çак тĕллевпе хĕрарăм ачине больницăна илсе кайрĕ. Тухтăрсем Антона пуçĕ ыратнинчен сиплеме пуçларĕç. Икĕ уйăха яхăн сипленни пĕр усă те памарĕ. Ача пуçне çĕклеймиех вырăнпа выртма пуçласан тухтăрсем те пăшăрханса ỹкрĕç, васкавлă майпа тĕрĕслевсем ирттермеллине палăртрĕç. Çак хăрушă кун вара амăшĕн чĕринчен нихăçан та тухмасть пулĕ. Ĕмĕрлĕх асапланмалли пысăк хурлăх илсе килчĕ вăл. Ятарлă аппаратпа пуçне тĕрĕсленĕ хыççăн тухтăрсем ачан пуçĕнче усал шыçă пуррине тупса палăртрĕç, пĕр тăхтаса тăмасăрах Антона операци тума Мускава илсе кайрĕç. Ашшĕпе амăшĕ операци вăхăтĕнче вут çинчи пек ăшталанчĕç. Ачине палатăна илсе килсен, вăл наркозран уçăлсан та лăпланаймарĕ вĕсен чĕри. Йăлт çĕнĕрен вĕрентме тиврĕ ăна: хускану тума, утма, кашăк тытса апат çиме... Ачине операци тунă хыççăн çемье укçа-тенкĕ енчен пысăк йывăрлăха кĕрсе ỹкрĕ. Операци тума тăван-пĕлĕшĕсенчен илнĕ кивçене саплаштарас тĕллевпе Юра электрик ĕçне пăрахса Мускава стройкăна ĕçлеме çỹрерĕ. Вăхăт иртнĕ май общежити пỹлĕмĕ каллех савăнăçлăн кулакан ача сассипе тулчĕ. Гальăпа Юра хаш сывласа ячĕç, операци ăнăçлă иртни савăнтарчĕ вĕсене. Пурăна киле çемье ырми-канми ĕçлесе, пус çумне пус хушса укçа пуçтарса виçĕ пỹлĕмлĕ хваттер туянчĕ. Ултă çул тултарсан Антона алăран çавăтса шкула илсе кайрĕç ашшĕпе амăшĕ. Кашни çĕнĕлĕхех хапăлласа йышăнчĕ ывăл ача, вулама-çырма та часах хăнăхрĕ. Çичĕ çул тултарас умĕн Антон каллех пуç ыратни пирки калама, вырăнпах выртма пуçларĕ. Гальăн чĕри татах йĕппе йĕпленĕн ыратма тапратрĕ. Тухтăрсем рак клеткисем çĕнĕрен аталаннине, ачана тепĕр хут операци тумаллине пĕлтерсен вăл сăнран улшăнчĕ. _ Мĕнле-ха капла, йăлтах лайăхчĕ-çке. Малтанхи йывăр шухăшсем, асаплану каялла таврăнчĕç. Иккĕмĕш хут операци сĕтелĕ çине выртрĕ ача. Хальхинче вăл тỹрех тăна кĕчĕ. Амăшĕ çине пăхрĕ те çапла каларĕ: _ Мана тата икĕ операци тăваççĕ. _ Çук, Антон. Операци тунă сана. Йăлтах лайăх. Анчах та ача илтмерĕ ăна. Тăнсăр иккен вăл. Галя чĕрене çурасла кăшкăрса тухтăрсене чĕнчĕ... Мĕн калаттарнă ачана? Ку хутĕнче, чăн та, виçĕ хут операци сĕтелĕ çине выртма тиврĕ ăна. Халĕ ĕнтĕ Антонăн вăр-варлăхĕ çухалчĕ. Час-часах вырăнпа выртма пуçларĕ вăл, шкула пачах та çỹреймерĕ. Яланах тухтăрла вылярĕ вăл, ỹссе çитсен çак чиртен сывалма эмел шухăшласа тупма ĕмĕтленчĕ. Амăшĕ яланах ун çумĕнче пулчĕ, тĕпренчĕкне тĕрлĕрен юмах-халап каласа пачĕ, пурнăç пирки ăнлантарчĕ. Вăл яланах юнашар пулнăран, хăй мĕн пĕлни-илтнине, кăсăклине йăлтах ывăлне каласа пама пултарнăран пулĕ, çулне кура мар ăслăччĕ ача. Хушăран ачасем урамра чупса çỹресе вылянине чы- лайччен кантăкран пăхса тăратчĕ вăл. _ Анне, эпĕ мĕншĕн вĕсем пек мар? _ тесе ыйтрĕ вăл пĕринче. Тепринче тата çапла каласа хучĕ: _ Ỹссен эсĕ мана, анне, хăвăн пек ăслă та чăтăмлă арăм тупса паратăн-и? _ Ỹсĕн те хăвах тупăн, ачам. _ Мĕнле тупас-ха манăн? Эпĕ урама та тухса çỹрейместĕп вĕт... Вăхăт шурĕ. Çак çулсенче тата виçĕ операци турĕç Антона. Юлашки хыççăн вăл ура çине пачах та тăраймарĕ. Çур кĕлеткине паралич çапрĕ унăнне. Хушăран тăнпах калаçрĕ, хушăран аташрĕ. Кăштах самайланнă пек пулсан, ача тăрса каллех утса çỹресси пирки ĕмĕтленме пуçларĕ. Гальăпа Юра ывăлне утма вĕрентес тесе тăрăшрĕç. Ашшĕ Антона çĕклесе пычĕ, амăшĕ вара урисене малалла шутарчĕ. _ Эпĕ унчченхи пекех утасса шанатăн-и эсĕ, анне? _ терĕ вăл ун чухне салху та тунсăхлă сассипе тăруках, иртсе кайнă чи кирлĕ саманта каялла нихăçан та таврăнмасса туйнăн хаш сывласа. _ Паллах шанатăп, ывăлăм. Эпир санпа утăпăр çеç мар, чупăпăр та, _ терĕ Галя ун чухне пырне капланса килнĕ чăмаккана çăтнă, чĕри ыратнăран пăчăртанса тухакан куççульне аран-аран тытса чарнă май. Питĕ вăйлă ыратнăран çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрайми пулчĕ Антон, çапах та йынăшмарĕ, нăйăлтатмарĕ, тем пекех тỹсĕмлĕччĕ вăл. Амăшĕ унпа пĕрле ларчĕ. _ Анне, манăн ыратнăран питĕ хытă кăшкăрас, уласа йĕрес килет,_ терĕ вăл шăлне çыртса. _ Кăшкăр, ачам, йĕр. Тен çăмăлрах пулĕ? _ Çук. Кỹршĕсем илтеççĕ... Юлашкинчен икĕ çул каялла çĕре кĕнĕ кукамăшне тĕлĕкре час-часах курнине, вăл унпа ачашшăн тата ăнланса калаçнине, мĕнле вĕренни çинчен ыйтнине калама пуçларĕ. Вун пĕр çул тултарма шăп пĕр уйăх юлнă кун Антон салху куçĕсемпе ашшĕпе амăшĕ çине тинкерчĕ те çапла каларĕ: _ Пирĕн пата кукамай килнĕ иккен. Авă ларать. Мана хăйĕнпе илсе каясшăн вăл. Манăн каяс килмест унпа, анчах та каймаллах çав тет. Анне, эсĕ мана нихăçан та манса ан кай вара. Эпĕ хама юмаха лекес пек туятăп. Çак сăмахсене илтсен Галя кĕлеткипе чĕтренсе йĕме пуçларĕ. _ Ан йĕр, анне, ан хуйхăр. Эпĕ вилместĕп, эпĕ сывалатăп, _ терĕ вăл каллех кăштахран. Çакăн евĕр йăпатса маларах та пĕрре мар калаçнă вăл унпа. Тепĕр çур сехетрен ача куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Пĕчĕккĕ те ырхан аллисене мĕн юлашки сывлăшĕ тухиччен вĕçертмерĕ вăл амăшĕн аллинчен...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика