Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Елчĕк ен" кире пуканĕ йăтакансене чĕнет

24 октября 2009 г.

"Елчĕк ен" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен районти вуннăмĕш ăмăртăвĕн ПОЛОЖЕНИЙĔ Ăмăртăва ирттерме райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулне, "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ" АУна шаннă. Ăмăрту 2009 çулхи чỹк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Елчĕкри ДЮСШ çуртĕнче 10 сехет те 30 минутра пуçланать. Виçĕнесси 8 сехет те 30 минутра пуçланса 10 сехетре вĕçленет. Ăмăртăва шкулсен, физкультура коллективĕсен командисем, çавăн пекех уйрăм спортсменсем хутшăнма пултараççĕ. 8-9 тата 10-11-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем 60, 70, 70 кг йывăртарах виçесенче 16 кг кире пуканĕ йăтаççĕ. 18 çула çитмен шкул ачисем (1992 çулта тата унтан каярах çуралнисем) 55, 60, 65, 70, 75, 80 кг тата унтан йывăртарах виçесенче 24 кг кире пуканĕпе ăмăртаççĕ. 50 кг çитичченхи çамрăксем 16 кг кире пуканĕпе вăй виçеççĕ. 18 çултан аслăрах арçынсем 65, 70, 75, 80, 85, 90 тата 90 кг йывăртарах виçесенче, ветерансем (40 çултан пуçласа унтан аслăраххисем) 70, 80 тата 80 кг йывăртарах виçесенче 24 кг кире пуканĕпе ăмăртаççĕ. 50 çултан аслăрах ветерансем абсолютлă виçере 16 кг кире пуканĕпе ăмăртаççĕ. Вăтам шкулсен ушкăнĕнче командăра зачет паракан 2 хĕр ача Ç 5 арçын ача Ç 3 арçын Ç 2 ветеран, тĕп шкулсен ушкăнĕнче командăра 1 хĕр ача Ç 3 арçын ача Ç 2 арçын Ç 1 ветеран кăтартăвĕсене шута илеççĕ. Кирек хăш виçере тата ушкăнра ăмăртсан пĕрремĕш вырăншăн 10 очко, иккĕмĕш вырăншăн 8 очко, виççĕмĕшĕшĕн _ 6 очко, тăваттăмĕшĕшĕн _ 5 очко, пиллĕкмĕшĕшĕн _ 4 очко, улттăмĕшĕшĕн _ 3 очко, çиччĕмĕшĕшĕн _ 2 очко, саккăрмĕшĕшĕн 1 очко параççĕ. Пĕрремĕш вырăн йышăннă шкулсене "Елчĕк ен" хаçата 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ, дипломсемпе чыс тăваççĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче тата тĕрлĕ виçесенче мала тухнисене, арçынсем хушшинче аслисен 3-мĕш разрядне тултарнисене "Елчĕк ен" хаçата 2010 çулхи 1-мĕш çур çулта тỹлевсĕр çырăнса параççĕ. 2-3-мĕш вырăнсене йышăннисене дипломсемпе чыслаççĕ. Марафон малалла пырать Районта "Пенси тытăмĕн модернизацийĕ" марафон вăй илсе пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ _ пенси тытăмĕн 2010 çулта вăя кĕрекен улшăнăвĕсене ăнлантарса парасси. Çак вăхăтра çынсем пенси çумне хушма тỹлев, валоризаци, инвалидсене пенси памалли йĕркесенчи улшăнусем, çавăн пекех пулас пенсишĕн хушма укçа-тенкĕ тỹлемелли патшалăх программине хутшăнмалли йĕркесем çинчен ыйтса пĕлме пултараççĕ. Çавăнпа Пенси фончĕн районти управленийĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Акă, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ социаллă хỹтлĕх пайĕн, халăха социаллă пулăшусемпе тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕсемпе, ветерансен организацийĕсен представителĕсемпе, журналистсемпе аудиопресс-конференци ирттернĕ. Тепĕр кунне Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн представителĕсем пирĕн районта пулчĕç. Уйрăм управляющийĕн çумĕ Р.Дроздова, районти управленин ертỹçи З.Яковлева пенсионерсемпе, журналистсемпе, ветерансемпе инвалидсен организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕç. Унта пенси тытăмĕнчи саккунсенчи улшăнусене тишкерчĕç. Тĕл пулу иртнĕ хыççăн Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн специалисчĕсем _ Т.Дроздова, Т.Лисицина, М.Матвеева социаллă хỹтлĕх илме тивĕçлĕ çынсене уйрăммăн йышăнчĕç. Çынсене пенси тытăмĕнчи улшăнусене ăнлантарса парас енĕпе Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕ тĕрлĕ майсемпе усă курать. Уйрăм çынсем информаци илес тесе "хĕрỹ линипе" _ 2-62-32, 2-53-56 телефонсемпе шăнкăравлаççĕ. Çавăн пекех ялсенчи библиотекăсенче консультаци пункчĕсем йĕркеленĕ. Çакă çеç мар, управлени специалисчĕсем ялсене те тухса çỹреççĕ. Хальлĕхе пенсионерсемпе, ветерансемпе 13 тĕл пулу йĕркеленĕ, 161 çынна уйрăммăн йышăннă. "Пенси тытăмĕн модернизацийĕ" марафон раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика