24 октября 2009 г.
Курнавăшра, СССР спорт мастерĕн, Раççей тата Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Çĕнĕ Шупашкарти Спорт манежĕн директорĕн Борис Николаевич Атамановăн тăван тăрăхĕнче, çăмăл атлетсем çуллахи спорт сезонне вĕçлерĕç. Çакăнта вĕсем Б.Атамановăн призĕ-семшĕн тупăшрĕç. Ăмăртăва пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчи 5-7-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем пуçларĕç. 70-е яхăн çамрăк тухрĕ старта. 500 метрлă дистанцие чи малтан Кĕçĕн Таяпари шкулти М.Тарасова вĕçлерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Е.В.Мартыновăпа (Елчĕк) Д.Иванова (Çирĕклĕ Шăхаль). Çак ỹсĕмри арçын ачасем те чупăва йышлăн тухрĕç _ 80 çăмăл атлет. 1 çухрăмлă дистанцие Тăрăмри шкулти А.Егорова çитекенни пулмарĕ. Унăн вăхăчĕ 3 минут та 19,55 çеккунт. Елчĕкри С.Лукияновпа Патреккелĕнчи В.Указов та унран кăшт çеç каярах юлчĕç. 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем те чупăва активлăн хутшăнчĕç. 1 çухрăмлă дистанцие Патреккел шкулĕнчи О.Николаева 3 минут та 08 çеккунтра вĕçлерĕ. Вăл хăйĕнпе тупăшакансене чылай кая хăварчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă Е.Сергеевăран (Хăвăлçырма), О.Каширинăран (Елчĕк) 16-19 çеккунт выляса илчĕ. Арçын ачасенчен 2 çухрăмлă дистанцире Елчĕкри шкулти А.Райкова, Курнавăшри С.Константинова, Аслă Елчĕкри С.Кантеева çитекеннисем пулмарĕç. Çуллахи спорт сезонне вĕçлекенсем _ шкулсенчи 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем. Хĕрсем хăйсен пултарулăхне 2 çухрăмлă дистанцире тĕрĕслерĕç. Кунта Курнавăшри шкулти З.Иванова дистанцине 7 минут та 30 çеккунтра вĕçлесе çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Елчĕкри И.Филипповăпа С.Баймушкина та мухтава тивĕçлĕ. Каччăсем 3 çухрăмлă дистанцине тухрĕç. Кунта Елчĕкри шкулти С.Петров палăрчĕ. Унăн командăри юлташĕ Н.Николаев _ виççĕмĕш призер. Иккĕмĕш вырăнта _ Курнавăшри шкулти С.Кривов. Çакна палăртма кăмăллă _ Елчĕк районĕнчи çăмăл атлетсем ăмăртусене яланах йышлăн хутшăнаççĕ. Çакна "Елчĕк ен" хаçатăн призĕсемшĕн иртекен çурхи кросс тата çуллахи спорт сезонне вĕçлекен ăмăртусем те çирĕплетсе параççĕ. Малашне те çăмăл атлетсем хăйсен ăсталăхĕпе палăрса тăрасса шанма пулать. Б.Атамановăн призĕсемшĕн пынă ăмăрту командăсен ăсталăхĕ ỹссе пынине тепĕр хут палăртрĕ. Акă, тĕп шкулсен командисенчен Кĕçĕн Таяпасемпе Патреккелсем хушшинче тупăшура 3 очко çеç ытларах пухса Кĕçĕн Таяпари шкул команди мала тухрĕ. Виççĕмĕш вырăнта _ Хăвăлçырмасем. Вăтам шкулсенчен Елчĕксем, Аслă Елчĕксем, Курнавăшсем малти вырăнсене йышăнчĕç.