24 октября 2009 г.
Аслă Пăла Тимешри Елисеевсем _ Галина Юльевнăпа Николай Петрович иккĕшĕ те педагог прфессине суйласа илнĕ, хăйсен пĕтĕм пурнăçне ачасене пĕлỹ, воспитани парас ĕçе халалланă. Николай Петрович 35 çул географи предметне вĕрентнĕ, Галина Юльевна вара нимĕç тата француз чĕлхисен учителĕ, унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 29 çул. Учительсен çемйи ялти çынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть _ вĕсем ыттисем пекех хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче май пур таран тупăш илес тĕллевпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ. Хальхи вăхăтра хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран тĕллевлĕ укçа-тенкĕ те уйăраççĕ. Çăмăллатнă кредитпа усă курса ял çынни выльăх-чĕрлĕх, ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх вити тума строительство материалĕсем туянма пултарать. Çак вăхăтченех картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усракан, хăйсенчен ытлашши продукцие сутнинчен кулленхи нушасене саплаштарса пыма вĕренсе çитнĕ, çак ĕçе хăнăхнă кил хуçи патшалăх ял çынни майлă пулса тĕрлĕ енлĕн пулăшма пулнине ырлать. _ Хушма хуçалăха аталантарма уйăракан тĕллевлĕ çăмăллатнă кредитпа хальхи вăхăтра ялти нумай çын усă курать. Эпир çак укçапа выльăх-чĕрлĕх витисене анлăлатрăмăр, ял хуçалăх техники туянмасăр та май çуккине ăнлантăмăр. Мĕншĕн тесен выльăх апачĕ хатĕрлеме пикенсен те, анасене сухалама, пахча çимĕçе, çĕр улмие акма-лартма тытăнсан та, туса илнĕ ушкăн продукцие пухса кĕртнĕ çĕрте те техника вăйĕ пулмасан ĕçе кал-кал пурнăçласси çинчен ан та шухăшла, _ тет Николай Петрович. Елисеевсем, чăннипех, ĕçчен те тăрăшуллă çемье. Ахальтен хĕлĕн-çăвĕн сăвакан виçĕ ĕне усрамаççĕ вĕсем, унсăр пуçне, ытти выльăх- чĕрлĕхне те çителĕклех тытаççĕ. Çулсерен тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.Тăрăшуллă, тирпейлĕ хуçасен улми-çырли те ăнса пулать. Уйрăмах çĕр çырли нумай, тухăçлă çитĕнет. Ăна пăхса тăрассине кил хуçи хĕрарăмĕ Галина Юльевна хăй çине илнĕ. Ăс-тăн ĕçне суйласа илнĕ çемье мĕншĕн пикенсех йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать? Николай Елисеев пирĕн ыйту çине хурав парас шутпа калаçăва малалла тăсрĕ: _ Учительсем çакна нихăçан та асран кăларас çук. 90-мĕш çулсенчи нуша пирĕн чĕре витĕр тухрĕ. Сакăр уйăх ĕç укçи илеймесĕр пурăнтăмăр. Шăпах çав вăхăтра тăватă ачаран виççĕшĕ харăс аслă шкулта вĕренчĕç. Вĕсене урăхла мĕнле пулăшас? _ тет вăл. Ашшĕпе-амăшĕ хăйсен тивĕçне лайăх ăнланнă: кирек епле пулсан та ачисене аслă шкултан вĕрентсе кăлармалла, тивĕçлĕ пĕлỹ илме пулăшмалла, пурнăç çулĕ çине кăлармалла. Çак ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлас тесе Елисеевсем хăйсенчен килнине пĕтĕмпех тунă, йывăрлăхран тухмалли майне те шыраса тупнă. Çавăнтан пуçласа сăвакан виçĕ ĕне усрама тытăннă та вĕсем. Хĕрарăма, арçын килĕшмесен, çак йышăнăва тума çăмăлах мар, çак самантра кил хуçи теветкеллĕ пулнă, кулленхи пĕтĕм йывăр ĕçе хăй çине илнĕ вăл. Галина Юльевнан ĕçĕ те ниçта ĕлкĕрме çук тăкăс пулнă _ уроксене ирттерме те кашни кунах тĕплĕн хатĕрленмелле-çке. Çак йывăрлăхсем халĕ пĕтĕмпех хыçа юлнă ĕнтĕ, Елисеевсем хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Дина, Оксана хĕрĕсемпе Вадим ывăлĕ ашшĕпе амăшĕн тивлечĕпе аслă шкулсенчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра вĕсем виççĕшĕ те хăйсем суйласа илнĕ ĕçре тăрăшаççĕ. Аслă хĕрĕ Мускавра пурăнать, вăл тухтăр. Вадимпа Оксана _экономистсем. Уявсенче, канмалли кунсенче килте пурте пĕрле пуçтарăнсан ачисем кашни хутĕнчех ашшĕпе амăшне куç тĕлне тăваççĕ, çăмăл мар вăхăтра хăйсене май пур таран укçа-тенкĕ парса пулăшнăшăн, укçаран та хакли _ çирĕп ăс-тăн, тивĕçлĕ воспитани парса ỹсернĕшĕн чун-чĕререн тав тăваççĕ. Елисеевсен кĕçĕн ывăлĕ Алексей, хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче вĕренекенскер, аслисен ăслă шухăшĕсене ăса хывать. Çирĕп шухăшлă çамрăкăн халĕ пĕр тĕллев: аппăшĕсемпе пиччĕшĕнчен кая юлмалла мар, ашшĕпе амăшĕн тăрăшулăхне тивĕçлипе хакламалла, вĕсен ятне ямалла мар...