Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суд тенкелĕ çине лартнă

24 октября 2009 г.

Пурлăха вăрласа мар, ĕçлесе тупмаллине чылайăшĕ темшĕн ăнланасшăн мар. Вăрланăшăн вара нихăçан та пуçран шăлмаççĕ. Елчĕкре пурăнакан А.-на пĕрле эрех ĕçсе ларнă çыннăн карас телефонĕпе укçи илĕртнĕ. Вăл, малтан та судпа айăпланнăскер, хăйĕн килне пынă М.-ран 1999 тенкĕ тăракан карас телефонне тата 800 тенкĕ укçине уççăнах çаратса хăнана пурлăх тĕлĕшĕнчен 2799 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Ĕç-пуç вара çапларах пулса тухнă. Кăçалхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче А. хăйĕн килĕнче пĕр ял çыннисемпе эрех ĕçсе ларнă. М.-ăн кĕсйинче карас телефон шăнкăртатни илтĕнсе кайнă. Хуçи телефонне кĕсйинчен кăларнă, кам шăнкăравланине пăхнă та чарса каялла чиксе хунă. Çакăн хыççăн кил хуçин канăçĕ çухалнă, хăнана тепĕр пỹлĕме чĕнсе кĕртнĕ те телефонне пама ыйтнă вăл. М. килĕшмен. А. вара унăн кĕсйисене ухтарма пуçласан вăл ăна хăй патĕнчен тĕртнĕ. Анчах та А. ăна хĕнессипе хăратнă, аллипе хăмсарнă. Хăйĕнчен "Самсунг" телефонĕпе 800 тенкĕ укçине уççăн çаратнă хыççăн М. япалисене каялла тавăрса пама ыйтнă, А. ăна чăмăрĕпе юнама пуçласан вăл хĕнесрен хăраса хăвăрт çеç çак çуртран тухса кайнă. А. пĕрле ĕçсе ларнă Т.-па Б.-на та килĕнчен хăваласа кăларса янă. Урамра М. пĕрле ĕçнĕ Б.-на М. хăйĕнчен карас телефонĕпе 800 тенкĕ укçине уççăнах çаратнине пĕлтернĕ. Б. суда çакăн евĕр кăтарту тăратнă. Вĕсем пĕр ял çыннисемпе А. килĕнче эрех ĕçсе ларнă. Кил хуçи Б.-на М.-ăн кĕсйинче укçа пуррине, çавна май укçине тытса илмеллине хыпарланă. Б. ку сĕнỹпе килĕшмен, кил хуçине те çапла хăтланма сĕнмен. А. вара Б.-на лавккана эрех илме янă, унтан таврăнсанах кил хуçи пурне те çуртĕнчен хăваласа кăларса янă. Çак кунах 20 сехет те 30 минут тĕлĕнче А., ỹсĕрскер, "Радуга" лавкка умĕнче М.-ăн телефонне хăйĕн телефонĕ тесе Е.-не çур литр эрехле сутса янă. Суд А.-н ĕçне пăхса тухса уçăмлатнă хыççăн А.-на РФ УК 161 статйин 2 пайĕнчи "г" пункчĕпе килĕшỹллĕн айăпласа 3 çул çирĕп режимлă колонире юсанма решени кăларчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика