21 октября 2009 г.
Иртнĕ эрнере ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Çак вăхăтра районта 143 преступлени регистрациленĕ (иртнĕ çул çак тапхăрта 139 преступлени тунине тупса палăртнă пулнă). Преступленисем Елчĕк, Курнавăш, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче ỹсни паллă. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен. Чи малтанах çĕршывăн экономика лару-тăрăвĕ тивĕçлĕ шайра пулманнине палăртмалла. Çавна май чылайăшне ĕç тивĕçмест. Ĕçсĕр çын пурнăçри интересĕсене çухатса пырать: ĕçкĕ авăрне путать, тỹрĕ çултан пăрăнса янтă мула хапсăнать. Çакна ĕçсĕррисем тунă преступленисен шучĕ кăçал 69 тĕслĕх пулни те çирĕплетет (иртнĕ çулхинчен 5 факт нумайрах). Ỹснĕ преступленисен шутĕнче тỹрĕ çултан пăрăннисем тунăскерсем. Вĕсем кăçал пĕлтĕрхинчен пурĕ 18 тĕслĕх таран ỹснĕ. Çавăн пекех теприн сывлăхне ятарласа сиен кỹнĕ преступленисем 2 факт, хĕрарăма мăшкăлласси 1, ют пурлăха çаратасси 2 таран нумайланнă. Ют пурлăха вăрласси 14 тĕслĕх таран сахалланнă (пурĕ 18). Хуçалăхсенчи пурлăха упрас тĕллевпе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем çине-çинех рейдсем ирттернин, пурлăх упранакан тата уйрăмах нумай преступленисем пулакан вырăнсенче засадăсем йĕркеленин усси пуррине çирĕплетет çакă. Çул çитменнисем тăвакан преступленисен шучĕ чакни те ырă пулăм. Кунта ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕсем профилактика мероприятийĕсене вăхăтлă тата тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пынине те палăртмалла. Преступлени пуличчен пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттересси, киревсĕрлĕх çулне пỹлесси _ чи кирли. Ку тĕлĕшпе инспекторсем вĕренỹ учрежденийĕсене çитсе ачасен право пĕлĕвне ỹстерес тĕллевпе калаçусем йĕркелеççĕ, "йывăр" ачасемпе уйрăмшарăн калаçаççĕ, ăнăçсăр çемьесенче пулса вĕсенчи лару-тăрупа паллашсах тăраççĕ. Анчах та туса ирттернĕ ĕçсемпе анчах лăпланса лармалла мар, ку енĕпе ĕç-хĕле тата та вăйлатмалла. Ăнăçсăр çемьесене, преступлени çулĕ çине тăма пултаракан çамрăксене вăхăтра тупса палăртса вĕсене тỹрĕ çултан пăрăнма парас мар тесе çине тăрсах ĕçлемелле. Паянхи кун районти шалти ĕçсен пайĕнче профилактика учетĕнче 19 çул çитмен çамрăк (иртнĕ çул _ 27), ачисене тивĕçлĕ воспитани парайман 17 ăнăçсăр çемье шутланать (пĕлтĕр _ 15). Асăннă тапхăрта район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче 10 инкек пулнă (пĕлтĕр _ 20). Вĕсенче 3 çын пурнăçран уйрăлнă, 11-шĕ аманнă. ГИБДД ĕçченĕсем çак тапхăрта çул-йĕр çинче йĕркене пăснă 2210 водителе тытса чарнă (çав шутран 79-шне руль умне ỹсĕрле ларнăшăн айăпланă), штрафсен виçи пурĕ 555400 тенкĕпе танлашать. Тăхăр уйăхра административлă йĕркене пăснăшăн 3592 çынна айăпланă, çав шутран хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн _ 91, суту-илỹ йĕркине пăснăшăн _ 103, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 720, сутас тĕллевпе спирт продукцийĕ хатĕрленĕшĕн _ 12, çемье лăпкăлăхне пăснăшăн _ 48, çул-йĕр йĕркине пăхăнманшăн _ 2210, ытти йĕркене пăхăнманшăн 408 çынна явап тыттарнă. Канашлура куллен тĕл пулакан ытти тĕрлĕ ыйтусене те сỹтсе явнă, преступленипе киревсĕрлĕх çулне пỹлессинче тунă ĕçсемпе лăпланса лармасăр тата та тăрăшарах ĕçлемеллине палăртнă.