21 октября 2009 г.
Елчĕкри халăх театрĕ хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене çулран-çул тыткăнлать. Хальхинче вĕсем А.Александрован хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ "Туй кукăлĕ" камитпе Кивĕ Арланкасси ялĕнчи клуба çитсе килнĕ. Камитре Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче вăй хуракан кашни ĕçченех роль тивĕçнĕ. В.Панкратова, В.Архипов, Н.Краснов, В.Кушманов, Н.Ишмуратова, С.Тинякова, С.Баранов, Н.Сивкова, Г.Чернова тата ыттисем те хăйсене шанса панă рольсене ăнăçлă калăпланă. Кивĕ Арланкассисем камитпе кăмăллă юлнă.