21 октября 2009 г.
Çитес çулхи çу уйăхĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитет. Çавна май Чăваш Енре "Аякри ялсенчи ветерансене _ тимлĕхпе пулăшу" акци ирттерме палăртнă. Унăн тĕп тĕллевĕ _ аякри ялсенче пурăнакан ветерансене тимлĕхпе тивĕçтересси, пулăшу аллине вăхăтра тăсса парасси. Елчĕк районĕнче центртан чылай аякра вырнаçнă 13 ял шутланать. Вĕсенче 55 çултан иртнĕ хĕрарăм тата 60 çултан иртнĕ арçынсем пурĕ 1072 çын. Маларах асăннă акцие халалласа районта нумай профильлĕ мобильлĕ информаципе консультаци бригади йĕркеленнĕ. Вăл сывлăх сыхлавĕпе халăха хỹтлĕхпе тивĕçтерекен органсенче, пенси фончĕн управленийĕнче, культурăра, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене пĕрлештерет. Çак кунсенче бригада членĕсем Аслă Таяпа ял тăрăхне çитсе Аттелĕхĕн Аслă вăрçин 5 участникĕн _ А.Синицын, Л.Калинин, В.Капитонов, В.Краснов, А.Краснова _ килĕсенче пулнă, вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашнă. К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх ертỹçи В.Немцев ыр кăмăллăх акцине хутшăнса ватăсене 1-шер центнер тырă панă.