17 октября 2009 г.
"Йывăç ларт тата ăна упра" акцие районти ялсенче пурăнакансем хастар хутшăнни çинчен каласа кăтартма кăмăллă. Çынсенчи чун хавалĕ ыттисене те пĕр чăмăра пĕрлештерет, ушкăнпа тăрса ĕçе пикенме хистет. Иртнĕ канмалли кун Елчĕкри Титов тата Çамрăксен урамĕсенче пурăнакансем ирхине ирех малтан палăртнă вырăна кая юлмасăр пухăнчĕç. Касри пуçаруçăсем _ Вениамин Тябуков, Валерий Тябуковпа унăн мăшăрĕ Венера, Борис Морозовпа унăн мăшăрĕ Роза ырă шухăш _ Елчĕк ферми çывăхĕнчи акăнман лаптăкра культурăпа кану паркне йĕркелесе яма тĕв тытнă. Вĕсемпе ыттисем те пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ. Валерий Тябуковпа Борис Морозов икĕ кун маларах çывăхри вăрмансенче пулса тĕрлĕ йывăç хунавĕсене çителĕклĕ таран кăларса килнĕ. Çавăнпа ĕçе пуçăнма чăрмантарса тăракан сăлтав та пулмарĕ. Ушкăнра 38 çын пулнине шутласа кăлартăм, ял хавалĕ чăннипех те пысăк пулнишĕн чун-чĕререн савăнтăм. Вениамин Алексеевич Тябуков çамрăк çын мар ĕнтĕ, апла пулин те кунĕпех çамрăксемпе юнашар тăрса ĕçлерĕ. Василек мăнукĕ те аслашшĕнчен пĕр утăм та юлмарĕ, йывăç лартма пулăшрĕ. Йывăçсене уçă вырăна лартсан вĕсене выльăх-чĕрлĕх сиенлетме пултарать. Çакна шута илсе арçынсем пулас культурăпа кану паркĕн территорине çийĕнчех карта тытса çавăрма шутларĕç. Çак ĕçе каярах хăварманни те тĕрĕс. Йĕри-тавра карта тытса çавăрма юпа, сетка та сахал мар кирлĕ. Йывăç лартма хутшăннисем вĕсене пурне те килĕсенчен илсе килчĕç, çитменнине хăйсен укçипе туянчĕç. Çак утăма тума вĕсене никам та хушман. Титов тата Çамрăксен урамĕсенче пурăнакансем хăйсен чун-чĕри хушнипе пархатарлă ĕç пурнăçласа ỹссе çитĕнекен ăру умĕнче ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Ялти хастар пуçаруçăсем çак эрнере те кашни кун пулас культурăпа кану паркĕнче вăй хучĕç: юлнă хунавсене лартса пĕтерчĕç, карта тытас ĕçе вĕçлерĕç. Аттесемпе аннесем лартнă йывăçсем ешерсе нумай çул пире савăнтарччăр тесен пирĕн вĕсене куç шăрçине упранă пек сыхламалла. Çуркунне çитсен хăрăк туратсенчен тасатмалла, шăрăх çанталăкра хунавсене шăвармалла, унсăрăн вĕсем вăй илеймесĕрех хăрса кайма та пултараççĕ.