Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен алăсем ĕç ыйтаççĕ

17 октября 2009 г.

Ĕçчен алăсем ĕç ыйтаççĕ Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пулса эпир тĕлĕнмелле ĕçчен çынсемпе паллашрăмăр. Вĕсенчен пĕри _ Шахеевсен çемйи. _ Таврари ялсенче вĕсем чухлĕ йышлă сурăх усракан урăх никам та çук. Ытти выльăх-чĕрлĕхĕ те картиш тулли. Кайса курсан хăвăр куçăрпа курса ĕненетĕр, _ терĕç ял тăрăхĕн специалисчĕсем. Çырма хĕрринчи çерем çинче ушкăн сурăха, вĕсемпе юнашар йăкăлт-йăкăлт сиккелесе çỹрекен кăтрашка путексене аякранах асăрхарăмăр. Кил хуçи хĕрарăмĕ шăпах вĕсене хăваласа кĕртес тесе хирĕç тухнă, иккен. Валентина Емельяновна (ялта ăна Липа тесе чĕнме хăнăхнă) ăш пиллĕ, тарават çын, çавна май унпа паллашма питех те кăмăллă пулчĕ. Пĕр-пĕрне тахçан пĕлнĕ, палланă çынсем пекех уççăн калаçма пикентĕмĕр. _ Кусем нумаях пулмасть анчах пăруланисем. Çавăнпа вĕсене кĕтĕве вăхăтлăх хăвалама тăхтаса тăтăмăр, хамăрăн куç умĕнче пулччăр тесе кашни кун çапла хĕвел ăшшине, çырмари çерем çине çитерме кăларатпăр. Кăнтăрла вăхăтĕнче шăварма хăваласа кĕртетпĕр, путексене çăнăх паратпăр, вĕсен вăй илмелле, аталанмалла. Ытти сурăхсем вара _ кĕтỹре, _ тесе каласа кăтартрĕ Липа аппа. Кунта та пĕр кĕтỹ, путеккисемпе пĕрле 25 пуç ытла шутларăм. Пĕрлешỹллĕ хуçалăх ферми мар-çке, уйрăм çын килти хушма хуçалăхра çакăнтан ытла тата миçе сурăх усрама пултарать? Çакна хăвăртрах пĕлес килчĕ. _ Путекĕсемпе пĕрле шутласан 51 пуç пулать. Иртнĕ çул вĕсен хисепĕ 70-тен те иртсе кайнăччĕ, _ калаçăва малалла тăсрĕ вăл. Вăхăт нумаях та иртменччĕ, хапха умне прицеп кăкарнă мотоблок çитсе чарăнчĕ. Прицеп çине хăрнă йывăç турачĕсене тирпейлĕн вырнаçтарса тиенĕ. _ Ваççа та вăхăтлă килсе çитрĕ акă, _ тесе Липа аппа пире хăйĕн мăшăрĕпе Василий Семеновичпа паллаштарчĕ. Ырă шухăш-кăмăллă çын пулни ăна пĕрре курсах паллă пулчĕ. Мăшăрсем _ çỹпçипе хупăлчи. Ĕçчен алăсем хăй валли ĕç шыраса тупаççех. Сад пахчинче çилпе ỹкнĕ йывăç турачĕсем ахалех сая кайса выртаççĕ. Ваççа тете нумай шутласа тăман, ирхине выльăхсене пăхса пĕтернĕ хыççăн мотоблок çине ларнă та вутă хатĕрлеме тухса кайнă. Садра уçă сывлăш, юпа уйăхĕнче те хĕвеллĕ, уяр çанталăк тăни сайра пулать. Çакăн пек кунра чун-чĕрере те çăмăл, хавхаланса ĕçлес тата ĕçлес килсех тăрать. Василий Семенович кăнтăрлаччен виçĕ прицеп чухлĕ вутă хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Çакăн пирки вăл мăшăрне хавхаланса каласа кăтартрĕ. Шахеевсем кашни çĕнĕ куна хавхалануллă кăмăл-туйăмпа, иксĕлми вăй-халпа кĕтсе илеççĕ. Çавăнпа вĕсен килти хушма хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхĕ йышлансах пырать. Вăрçăнса-хирĕçсе е çын хăйне хăй ирĕксĕрлесе ĕçленипе ăнăçу пулманнине те лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Выльăх _ чĕрĕ чун, ăна пăхма расна пултарулăх кирлĕ. Апатлантарни, ай сарăмне тасатни анчах çителĕксĕр, вĕсене юратмалла, ытама илмелле. Шахеевсем вара выльăхсен "чĕлхине" те пĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем икĕ сăвакан ĕне те тытаççĕ. Кăçал пиллĕкмĕш хут пăруланă Маша йĕкĕреш вăкăрсем пăруласа пачĕ. "Турă панă парнене сутас мар", _ терĕ Липа аппа. Ваççа тете мăшăрĕн шухăшĕпе килĕшрĕ. Йĕкĕреш вăкăрсем _ Мишăпа Гриша халĕ ултă уйăхра ĕнтĕ, самăр çитĕнеççĕ. Марийка тына пăру тунă, ăна Маруся ят панă, вăл виçĕ уйăхра. Шахеевсем пуçăннă кирек хăш ĕç те ăнса пырать, хур-кăвакалĕсем те ĕрчевлĕ вĕсен. Кашни çул 5 ама хурпа 4 аçа хăвараççĕ. Кăçал хурсем 50 чĕпĕ кăларнă, çак вăхăтченех пурте сывă çитĕнеççĕ. Ваççа тете хурт-хăмăр ăсти те. Пыл хурчĕн пурнăçне лайăх пĕлет вăл, çав пĕлỹпе кулленхи ĕçре усă курать. Çапла май çемье пыл хурчĕсен ырлăхĕпе савăнать, çанталăк условийĕсене пăхмасăр кашни çул вĕсем темиçе пăт пыл юхтарса илеççĕ. Василий Семеновичпа Валентина Емельяновна хальхи вăхăтра иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Кил хуçи нумай çул тăван хуçалăхра водительте ĕçленĕ, пĕр вăхăт заправщик пулса тăрăшнă, 6 çул каялла тивĕçлĕ канăва тухнă. Липа аппа та лăш курмасăр хуçалăх производствинче ĕçленĕ, ырă ятлă пулнă. Ахальтен мар ăна темиçе çул правлени членне суйланă. Тивĕçлĕ канура, килти хушма хуçалăхра çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усранипе пĕр вăхăтрах Валентина Емельяновна хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче ял хуçалăх предприятийĕн йĕтемне тухса ĕçлет. Пăрчăкан пек хĕрарăм, ăçтан пурне те ĕлкĕрет. Кил-çуртне те тирпейлет, тасатать. Шахеевсен хăтлă кил-çуртĕнче кашни япала хăй вырăнĕнче. Килти хушма хуçалăхра çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх тытакан çемьере, каламалли çук, ытлăн-çитлĕн пурнăçпа пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ çак пурлăха хăйсен 5 ачин, мăнукĕсен ырлăхĕшĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлесе пухнă. Ачисемпе мăнукĕсен ашшĕпе амăшне, кукамăшĕпе кукашшĕне, асламăшĕпе аслашшĕне тав тумалăх пур...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика