17 октября 2009 г.
Çуллахи спорт сезонĕ вĕçленсе пырать пулин те, футбол вăййине юратакансем лăпланса лармаççĕ. Иртнĕ шăмат кун Аслă Елчĕкри стадионта çак ялăн кубокне çĕнсе илессишĕн 5 команда кĕрешĕве тухнă. Тĕп приза Тăрăмсем çĕнсе илнĕ (сăн ỹкерчĕкре). "Улăп" физкультурăпа сывату залĕнче вара ирĕклĕ майпа кĕрешсе спорт мастерĕн ятне илнĕ А.Алексеева асăнса мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Кунта командăсем йышлă пулнă _ пурĕ тăххăрăн. Аслă Елчĕкри, Кушкăри, Энтепери 2 команда, "Елчĕк -1", Патреккелĕнчи, Елчĕк районĕнчи "Дружба", Красноармейскинчи "Вольник", Шупашкарти "Вольник" командăсем çĕнтерỹçĕ ята илессишĕн хĕрỹ кĕрешĕве тухнă. Çапах та ăнăçу Елчĕк районĕнчи "Дружба" команда енче пулнă _ вăл кубок хуçи. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕсем _ Красноармейскинчи, Шупашкарти командăсем. А.КАРЛИН хатĕрленĕ. Футболистсем те вăй виçеççĕ Çуллахи спорт сезонĕ вĕçленсе пырать пулин те, футбол вăййине юратакансем лăпланса лармаççĕ. Иртнĕ шăмат кун Аслă Елчĕкри стадионта çак ялăн кубокне çĕнсе илессишĕн 5 команда кĕрешĕве тухнă. Тĕп приза Тăрăмсем çĕнсе илнĕ (сăн ỹкерчĕкре). "Улăп" физкультурăпа сывату залĕнче вара ирĕклĕ майпа кĕрешсе спорт мастерĕн ятне илнĕ А.Алексеева асăнса мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Кунта командăсем йышлă пулнă _ пурĕ тăххăрăн. Аслă Елчĕкри, Кушкăри, Энтепери 2 команда, "Елчĕк -1", Патреккелĕнчи, Елчĕк районĕнчи "Дружба", Красноармейскинчи "Вольник", Шупашкарти "Вольник" командăсем çĕнтерỹçĕ ята илессишĕн хĕрỹ кĕрешĕве тухнă. Çапах та ăнăçу Елчĕк районĕнчи "Дружба" команда енче пулнă _ вăл кубок хуçи. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕсем _ Красноармейскинчи, Шупашкарти командăсем.