Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем малаллах талпăнаççĕ

17 октября 2009 г.

 Юпа уйăхĕн пуçламăшĕ тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсемпе пуян. Пирĕн район спортсменĕсем те вĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. Оренбург облаçĕнчи Сорочинск хулине Никама пăхăнман пĕрлĕхе кĕрекен çĕршывсенчи кире пуканĕ йăтакансем ăмăртăва пухăннă. Чăваш Енрен кайнă атлетсем те пулнă вĕсен хушшинче. 75 килограма çитичченхи виçере С.Соловьев (Кавал), 80 килограмлă атлетсенчен Д.Енедеров (Тăрăм) _ пĕрремĕш, 90 килограма çитичченхи виçере ăмăртнă О.Николаев (Ĕнел) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Атлетсене А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ О.Федоров хатĕрленĕ. Çĕмĕрле хулинчи "Труд" спорт комплексĕнче вара 1991 çулта çуралнă е унран çамрăкрах штангистсем республикăра кам вăйлă пулнине палăртма пухăннă. В.Викторов (34 килограмлă виçере ăмăртнă), А.Иноходов (42 килограмм), П.Чермаков (56 килограмм), А.Викторов (62 килограмм), П.Портнов (69 килограмм) чемпионсем пулса тăнă. В.Новиков (34 килограмм), А.Шляпин (42 килограмм), Н.Васильев (77 килограмм), П.Ягудин (69 килограмм) иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Н.Пыркин, В.Бакин, И.Плешков, Д.Изратов та командăшăн паха очкосем пухнă. Вĕсем тăрăшнине пула арçын ачасен команди республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă. Хĕр ачасен команди _ виççĕмĕш вырăнта. Кунта М.Портновăпа Л.Иноходова палăрнă. Командăна ăмăртăва А.Убасев, Н.Молоствов, А.Портнов тренерсем хатĕрленĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем те Чăваш Республикинче мала тухассишĕн тупăшăва тухнă. 1990-1992, 1993-1994 çулсенче çуралнă çамрăксенчен Аслă Елчĕкри Э.Адюков çитĕнĕвне палăртмалла. Вăл хăйĕн виçинче _ 42 килограмлă спортсменсенчен виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Сăмах май, Эдуард маларах Атăл çи федераци округĕнчи ăмăртăва та хутшăннăччĕ. Унта 28 спортсменран пиллĕкмĕш вырăна йышăннă. Чăваш Республикинчи ăмăртура А.Мольковпа Г.Обручков та пултарулăхĕпе палăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика