Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци марафонĕ пырать

14 октября 2009 г.

 Чăваш Енре "Пенси тытăмĕн модернизацийĕ" информаци марафонĕ вăй илчĕ. Çавăнпа Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ аудио-пресс-конференци ирттерчĕ. Унта уйрăм управляющийĕ Р.Кондратьева, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, Патшалăх Канашĕн Сывлăх сыхлавĕн, социаллă политика, физкультура тата спорт комитечĕн председателĕ О.Зайцева тата ветерансен организацийĕн ертỹçисем хутшăнчĕç. Пирĕн районта Раççей Пенси фончĕн управленийĕн ертỹçи З.Яковлева, вырăнти журналистсем, социаллă хỹтлĕх пайĕн, халăха социаллă пулăшусемпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем, ветерансен организацийĕн ертỹçисем те айккинчен юлмарĕç. Информаци марафонне пенсин 2010 çулта вăя кĕрекен улшăнăвĕсене ăнлантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Вăл икĕ тапхăрта _ юпа уйăхĕн 1 - раштав уйăхĕн 1-мĕшĕсенче иртет. Пĕрремĕшĕн девизĕ _ "Пенсисем ỹсеççĕ". Çак уйăхра çынсене социаллă хушма тỹлев, валоризаци, пенси тытăмĕнчи улшăнусем, инвалидсене пенси памалли йĕрке çинчен ăнлантарса параççĕ. Çитес уйăхра "Страховани взносĕсем пенсие пысăклатаççĕ" ятпа тăсăлать. Тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева ыйтусене туллин хуравларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика