14 октября 2009 г.
"Йывăç ларт тата ăна упра" акцие хутшăнса Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем ял хĕрринчи палăртнă лаптăкра пурĕ 245 тĕп йывăç лартса хăварчĕç. Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе йĕркеленĕ экологи уйăхлăхĕнче Таяпа Энтринчи Анаткас, Майракас, Арманкас, Йăлăмкас, Лавкка кассинче пурăнакансем те хăйсен тивĕçне ăнланса урамсене тирпей-илем кĕртме хутшăнчĕç. Вĕсем ирĕк памасăр уçнă свалкăри ăпăр-тапăра тасатса автомашинăсем çине тиерĕç, ăна районти свалкăна леçрĕç. Асăннă урамсенче пурăнакансемпе пĕрле çак яваплă ĕçе пурнăçлама ялти шкулта, сывлăха сыхлас ĕçре тăрăшакансем, предпринимательсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те хастар хутшăнчĕç. Ушкăнпа пуçтарăннипе усă курса Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнчи ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе йĕркене пăхăнса ĕçлессин тата санитари схемине йĕркеленин тĕлĕшĕпе ăнлантару ĕçĕсене те тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттернĕ.