14 октября 2009 г.
Авăн уйăхĕн 28 _ юпа уйăхĕн 4-мĕшĕсенче Елчĕк районĕнче 91 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Çав шутран обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 23, хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн _ 3, çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн _ 54 (пĕр водитель руль умне ỹсĕрле ларнă), административлă ытти йĕркене пăхăнманшăн 11 çынна айăпланă. Кунсăр пуçне ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен дежурство пайĕнче йĕркене пăсни тата преступлени туни çинчен калакан çак хыпарсене регистрациленĕ. Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче пурăнакан Я. Пикшикри А.-ран К-700 тракторăн запас пайĕсене илни, ăна паянхи кун та тавăрса паманни паллă пулнă. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалне ШĔМĕн Комсомольски районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче вырнаçнă экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен уйрăмне ярса панă. "Колос" ЯХПК ĕç çыннисене 2009 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа ĕç укçи тỹлеменни паллă пулнă. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалне Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайне ярса панă. 2007 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен, 2008 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен "Яльчики - Согласие" кредит кооперативĕнче директор ĕçне пурнăçланă В. пысăк суммăллă укçа-тенке тĕллевсĕр тăкаклани паллă пулнă. Асăннă фактпа РФ УК 201 статйипе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче 2 сехет тĕлĕнче Анатри Тимеш ялĕнче пурăнакан П. (1962 çулта çуралнă) çак ялти К. хуçалăхне саккунсăр майпа кĕнĕ. Асăннă фактпа тĕрĕслев материалне Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи следстви пайне ярса панă. Çак кунах 14 сехет тĕлĕнче Кармалти 1963 çулта çуралнă Я. килĕнчен тухса кайнă та каялла таврăнман. Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче 2 сехет тĕлĕнче Курнавăшри 1981 çулта çуралнă Е. çак ялти С. килне саккунсăр майпа кĕнĕ. 2003 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче "Андреев ячĕллĕ агрофирма" ООО председателĕ суя документсемпе усă курса 288630 тенкĕлĕх субсиди илнĕ, унпа тĕллевсĕр усă курнă. Асăннă фактсемпе тĕрĕслев материалĕсем пухаççĕ.