Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал та хăнасем палăрчĕç

14 октября 2009 г.

Кăçал та хăнасем палăрчĕç Мухтавлă ентешĕмĕр, А.Игнатьев хыççăн спортра района чапа кăларнă, XXV, XXVII, XXVIII Олимп вăййисен участникĕ, Сиднейри Олимпиадăн (2000 çул) бронза медалĕн хуçи, СССР спорт мастерĕ, СССР тĕнче класлă спорт мастерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Владимир Васильевич Андреев спорт мелĕпе хăвăрт утакансен республикăри ăмăртăвне çулсеренех йĕркелет. Кăçал та иртнĕ шăмат кун район центрĕнчи Тĕп лапама ун ячĕпе иртекен спорт уявне пухăнчĕç. Спортсменсене, пухăннисене Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев тата паллă олимпиецăн тус-юлташĕсем саламларĕç. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Елчĕк енĕн хисеплĕ гражданинĕн В.Андреевăн призĕсемшĕн тĕрлĕ ỹсĕмри çамрăк спортсменсем старта тухрĕç. Ăмăртăва чи çамрăккисем _ 1998-1999 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем пуçларĕç. 1 çухрăмлă дистанцире В.Андреев хăйĕн ăсталăхне маларах туптанă Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕренекен Е.Яковлевпа Тăвайĕнчи Э.Даниловăна çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Кушкăри В.Трофимовпа Кĕçĕн Таяпари Ю.Козлова, Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинчи В.Макаровпа Тăвайĕнчи В.Конова. Чи çамрăккисем тупăшăва вĕçленĕ хыççăн старта 1996-1997 çулсенче çуралнă çамрăксем старта тухаççĕ. Кунта арçын ачасенчен Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемрен килнĕ Н.Степанов, Аслă Елчĕкри И.Чернов, Тăрăмри А.Егоров, хĕр ачасенчен Канаш районĕнчи К.Павлова, Тăвай районĕнчи Йăнтăрччăри А.Конова, Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемри К.Павлова палăрчĕç. Аслăрах ỹсĕмри хĕр ачасемпе арçын ачасен дистанцийĕ те вăрăмрах _ 2 çухрăм. Кунта 1994-1995 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен Канаш тăрăхĕнчи А.Моисеев, Елчĕкри С.Порфирьев, Канашри Д.Сергеев, хĕр ачасенчен Тăвайĕнчи Л.Николаева, М.Гермонова, Елчĕкри С.Баймушкина çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç. Спорт мелĕпе хăвăрт утакансен ăмăртăвне чи аслисем _ 1992-1993 çулсенче çуралнă спортсменсем вĕçлерĕç. Кунта Елчĕкри А.Федоровпа Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемри В.Жаркова çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Вĕсенчен дистанцие кăшт çеç каярах Лаш Таяпари А.Ермаковпа Н.Мижерова, Канашран килнĕ К.Ильинпа Елчĕкри В.Тябукова вĕçлерĕç. Вăтам шкулсен командисенчен пирĕн районти Елчĕкри спортсменсем виççĕмĕш вырăна йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем _ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемри спорт шкулĕнче ăсталăха туптакансем, иккĕмĕшĕсем _ Тăвай районĕнчи Йăнтăрччăсем. Тĕп шкулсен командисем хушшинче Кĕçĕн Таяпасене çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Хăвăлçырмасемпе Патреккелсем çĕнсе илчĕç. Мала тухнă спортсменсемпе командăсене В.Андреев кубоксем, дипломсемпе хаклă парнесем парса чысларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика