Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă спортсменăн _ юбилей

10 октября 2009 г.

Паллă спортсменăн _ юбилей Кам калать ăна çур ĕмĕре çитнĕ тесе. Спорта юратакансем часах ватăлмаççĕ. Ывăлĕсенчен юласшăн мар вăл, вĕсемпе юнашар тăрса чупма тухать. Пĕвĕ çамрăк чухнехи пекех яштака. Сиенлĕ йăласемпе туслă мар. Пирус туртмасть. Паллах, çамрăксем ашшĕне хыçала хăвараççĕ. Уншăн савăнать çеç Анатолий Михайлович. Вăл вĕсен çулĕсенче хăйĕн дистанцийĕнче никама та ирттермен. Урисем суранланнăран пит талпăнса чупмасть юбиляр, майĕпен, формăна çухатас мар тесе кăна. Хăнăхнă чупуран епле уйрăлăн? Спорт сывлăхшăн усăллине ачаран туйнă вăл. Анатолий Патреккел ялĕнчи Михаил Варсонофьевичпа Зинаида Александровна Миллинсен туслă та йышлă çемйинче çуралса ỹснĕ. Иккĕмĕш ывăл. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех физкультура урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Шкул чысне хỹтĕлесе тăтăшах ăмăртусене хутшăннă. Вăтам пĕлỹ илме ытти юлташĕсемпе пĕрле Аслă Елчĕке çул тытнă, анчах Елчĕк шкулĕнчи физкультура учителĕ Николай Матвеевич Мальков Тольăра ăста спортсмен вăй-халне, тăрăшулăхне курнă, вĕренме хăй патне чĕнсе илнĕ. Вара чăннипех те пуçланнă спортри пĕрремĕш утăмсем. Н.Мальков тăрăшнипе арçын ача çăмăл атлетикăн асамлăхĕпе, йывăрлăхĕсемпе паллашнă. Физкультурник ăна шкулти, районти ăмăртусене çеç мар, республика шайĕнчи тупăшусене илсе çỹренĕ. Часах пĕрремĕш çитĕнỹсемпе палăрнă А.Миллин. Хăйĕн пĕрремĕн тренерне Анатолий нихăçан та асран кăлармасть. Н.Мальков ăна шанман, пулăшман, тăрăшман пулсан спортра çакăн пек ỹсĕмсем тăвайманнине пытармасть вăл. Николай Матвеевич ăна паллă ентешĕмĕрпе, Олимп вăй-йисен пăхăр призерĕпе А.Игнатьевпа паллаштарать. Каярахпа Чăваш ял хуçалăх институтĕнче пĕлỹ пухнă чухне Ардалион Васильевич Анатолийăн тренерĕ пулса тăрать. Анатолий Миллин 1980 çулта çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕн ятне çĕнсе илет. Тĕрлĕ дистанцисене чупать вăл. Çапах 800 метрлă дистанци уншăн чи палăрăмли. 1985 çулта ентешĕмĕр тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ ята тивĕçет. Аслă шкулта вĕреннĕ чухне ăçта кăна çитсе курмасть вăл. Ют çĕршывсенче нумай пулать. Ăста та маттур Чăваш Ен, СССР, Раççей чемпионне Раççей командин членне илеççĕ. Ятсем нумай Патреккел каччин. 1985 çулта _ Пĕтĕм тĕнчери студентсен вăй-йин чемпионĕ. Çак çулах 800 метрлă чупура Чăваш АССРĕн рекордсменĕ, тепĕр икĕ çултан çак дистанцирех СССР кубокĕн çĕнтерỹçи пулса тăрать. Шупашкарти спорт ăсталăхĕн аслă шкулĕн воспитанникĕпе район çеç мар, республика мухтанать. Çапла пулмасăр. Ун пеккисем районта шутпа кăна. Анатолий Михайлович шкул ачисене мĕн пĕчĕкрен спортпа туслашмаллине тĕл пулусенче тăтăшах калать. Яла килмессерен вĕренекенсен спортри ỹсĕмĕсемпе интересленет. Район хаçатне вулама кăмăллать паллă çăмăл атлет. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕ килессе кĕтсе "Елчĕк енĕн" пĕр номерне те çухатмаççĕ. Пĕлеççĕ вĕсем _ Анатолий килсен тỹрех хаçата ыйтать. _ Спорт вăл _ вăй-хала çеç мар, арçыннăн характерне те çирĕплетет. Пысăк çитĕнỹсем тума çăмăл тесе калаймăн. Пĕр кун сиктермен тренировкăсем, ытти йывăрлăхсем...Чăтăмлăх пысăк пулманнисем пăрăнса утаççĕ..._ тет çирĕп кăмăллă арçын. Пĕчĕкренех йывăрлăх умĕнче пуç тайман Толя мĕн пенсие тухиччен спортран каймасть. Чылай çул ĕнтĕ патшалăх пултаруллă спортсменăн ĕçне хакласа пенси укçи тỹлесе тăрать. Çулсем иртнĕ май пысăк спортран пăрăнсан Анатолий Михайлович Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикин спорт шкулĕнче тренер пулса ĕçлет. Хăй пек ăста спортсменсем сахал мар хатĕрлет вăл. Хальхи вăхăтра А.Миллин Шупашкарти элеваторăн хуралпа хăрушсăрлăх службин начальникĕ. Кунтах спортинструктор тивĕçне те тĕплĕн, юратса пурнăçлать. Миллинсен йăхне тăсса Анатолий Михайловичăн ывăлĕсем тĕрлĕ енлĕ спортра пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ. Ашшĕ вĕсене мĕн пĕчĕкрен спортзала илсе çỹренĕ, хăйĕнпе пĕрле чупма хăнăхтарнă, алă вăйĕ виçмен пĕр кун та иртмен. Малашне вĕсен хушамачĕ республикăра тата çĕкленессе шанаççĕ тăванĕсем. А.Миллина ыран 50 çулхи юбилей ячĕпе саламлакансем йышлăн пулаççех пулĕ. Пĕр тăванĕсем çеç çемйисемпе питĕ йышлă. Эпир те спорт ветеранне чун-чĕререн саламлатпăр, пурнăçра тулли телей, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика