Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлипе хаклани ĕçлеме хавхалантарать

10 октября 2009 г.

Тивĕçлипе хаклани ĕçлеме хавхалантарать

Чăваш Ен правительстви республикăри пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа аталанма майсем туса парас, пархатарлă шухăшсене пурнăçа кĕртме пулăшас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлет. Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине парса хавхалантарни, тĕрлĕрен конкурссемпе фестивальсем йĕркелени, вĕсене хутшăнма явăçтарни çамрăксене малалла аталанма нумай пулăшать. Авăн уйăхĕн 29-30-мĕшĕсенче Чăваш Республикин наци библиотекинче республикăри çамрăк библиотекарьсен "Çĕршывăм манăн, Чăваш Ен" пĕрремĕш форумĕ иртрĕ. Вулавăшра тăрăшакансен форумне йĕркелесе ирттерме тĕллев тытнă наци библиотекин ĕçченĕсене ЧР культура министрĕ Роза Лизакова пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Форума Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров уçрĕ. Республика ертỹçи библиотека тытăмне аталантарас тĕлĕшпе çак тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ: "Сирĕн ачасене, çамрăксене кĕнекене юратма, хисеплеме вĕрентмелле. Çын унпа кăсăкланма пăрахсан аталанаймасть... Хăвăршăн, пулас ăрусемпе мăнукăрсемшĕн тар тăкмаллине яланах асра тытăр", _ терĕ Николай Васильевич пултаруллă библиотекарьсене дипломсемпе укçан премисем панă май. Елчĕк районĕнчи библиотека ĕçченĕсем форума "Манăн юратнă Елчĕк ен" программăпа хутшăнса республикăри библиотекăсем хушшинче сумлă иккĕмĕш вырăна йышăнма пултарчĕç. Ялти вулавăш ĕçченĕсем ял хуçалăх производствин аталанăвĕнче информаци енчен мĕнле пулăшу панине çутатрĕç. Районти çамрăк библиотекарьсен канашĕн ертỹçи Н. Романова иккĕмĕш çул ял тăрăхĕсем хушшинчи библиотекăра вăй хурать. Вăл хăйĕн амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Александра Мазюкина та 30 çул ытла ялти вулавăшра тăрăшнă. Н.Романова компьютер технологийĕпе усă курса хатĕрленĕ "Живо село _ жива Россия. Земля моя Яльчикская" куравра форума пуçтарăннисем Елчĕк районĕн ятлă-сумлă ĕçченĕсемпе, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе паллашрĕç. А.Александрова (Тĕмер), Н.Михайлова (Çирĕклĕ Шăхаль), Е.Портнова (Аслă Таяпа) библиотекарьсем сцена çинче анатри чăвашсен кĕпи-тумтирне, йăли-йĕркисене кăтартрĕç. Республикăри форумра хисепе тивĕçни, Чăваш Республикинчи наци библиотекин директорĕ С.Старикова районти библиотекарьсен тăрăшулăхне тивĕçлипе хаклани çинчен район пуçлăхне Н.Миллина ятарласа пĕлтерни пире хавхалантарать, малашне тата тăрăшса ĕçлеме хистет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика