Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван тавралăха упрар, юратар

10 октября 2009 г.

Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе ирттерекен экологи уйăхлăхĕ иртесси çинчен Тăрăм ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансем малтанах пĕлнĕ. Мĕншĕн тесен çакăн çинчен пĕлтерсе кашни яла пĕлтерỹсем çакнă, ăнлантару ĕçĕсене туса ирттернĕ. Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тип Тимешре килти хушма хуçалăхра пуçтарăннă тĕрлĕ таса мара, ăпăр-тапăра пуçтарса районти ятарлă свалкăна леçессине йĕркеленĕ. "Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕ çакăн валли ятарласа автомашина та уйăрнă. Анчах ялта пурăнакансенчен ытларахăшĕ çакна хаклама пĕлмен. 86 уйрăм хуçалăхран 9 хуçалăх анчах хăйсен килĕнче пуçтарăннă ăпăр-тапăра районти свалкăна леçме килĕшнĕ. Ыттисем ăна унчченхи пекех ялти тарăн çырмасене пăрахасшăн-и? Анчах малашне апла пулмĕ. Тăван тавралăха варалакансене, саккуна сĕмсĕррĕн пăсакансене пысăк штрафсем кĕтеççĕ. Çынсен шухăшĕсене мĕнле улăштармалла? Тăван тавралăха упрамалла, эпир çут çанталăкăн пĕр пайĕ пулса тăратпăр-çке.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика