10 октября 2009 г.
"Победа" ОООра выльăх-чĕрлĕхрен тивĕçлĕ шайри продукци туса илессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Çавна пула кунта çулталăк тăршшĕпех ĕнесен сăвăмĕ пысăк, мăйракаллă шултра выльăхсем самăр çитĕнеççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăх кăтартăвĕсене тишкерес пулсан та, сахал яваплă юлташлăхра пурĕ 6713 центнер, иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 4 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Урăхла каласан, çак тапхăрта кашни ĕнерен 5200 килограмм сĕт сума пултарнă. Хĕл тапхăрне куçнăранпа та продукци туса илесси чакман _ хальхи вăхăтра куллен кашни ĕне 19 килограмм ытла сĕт антарать. Пысăк кăтартусен тĕп вăрттăнлăхĕ _ сăвакан ĕнесене ытлăн-çитлĕн апатпа тăрантарнинче тесе шутлаççĕ дояркăсемпе кĕтỹçĕсем. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр, фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма кунта унчченхи çулхисенчи пекех пахалăхлă утă, сенаж нумай хатĕрленĕ. Пĕр условлă выльăх пуçне 39 центнер апат единици тивĕçет. Çакна шута илсе рациона кирлĕ пек йĕркеленĕ: кашни ĕнене куллен 15 килограмм сенаж, 5 килограмм çăнăх, 0,5 килограмм жмых тивĕçет. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра вĕсене симĕс апатпа та туллин тăрантараççĕ. Владимир Портновпа Зинон Сорокин, Владимир Елисеевпа Иван Евдокимов кĕтỹçĕсем сăвакан ĕнесене ир пуçласа каç пуличченех ыраш калчи çинчен илсе кĕмеççĕ. Кĕтỹçĕсен ĕçне икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Кĕркунне çитерме тесе ăна ятарласа 30 гектар лаптăкра акса хăварнă пулнă. Типĕ çанталăк условийĕсене кура мар, вăл тĕлĕнмелле çăра, парка çитĕннĕ. Вăл юпа уйăхĕ вĕçленичченех ĕнесене ытлăн-çитлĕн тăрантарма çитмелле. Пахалăхлă симĕс апатпа тăрантарни кулленхи сăвăма кирлĕ шайра тытса тăма май парать. Кашни ĕне паянхи пек 20 килограма яхăн сĕт антарсан çулталăкри кăтарту 7000 килограмран кая мар пулмаллине дояркăсем пĕлеççĕ. Палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртессишĕн юлнă вăхăтпа усă курса икĕ хут ытларах вăйпа хавхаланса ĕçлеççĕ халĕ вĕсем. Аш-какай, сĕт туса илессине тата ỹстерес тĕллевпе сахал яваплă юлташлăхра выльăхсен хисепне май пур таран ỹстерсех пыраççĕ. Кăçал, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсем 7 процент ытларах пулнă, сăвакан ĕнесен хисепĕ те ỹснĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем самăр та çитĕнеççĕ, вĕсем пĕр талăкра 758 грамм ỹт хушнă. Уйрăм ушкăнра пăхса çитĕнтернĕ 46 пуç пĕтĕ пушмак пăру çитес çулхи пуш, ака уйăхĕсенче ушкăнпа пăруламалла.