07 октября 2009 г.
Ватлăх кунĕсем никамран та пăрăнса иртмеççĕ. Тин кăна вашават утса çỹрекен, ывăннине пĕлмесĕр ырми-канми ĕçлекен çын çулран-çул хавшаса пырать, сывлăхĕ те чакать. Анчах ватăсен ыр кăмăллăхĕ, ĕçри хастарлăхĕпе кĕрешỹри паттăрлăхĕ, тăван çĕре чĕререн юратни пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, нихăçан та манăçмĕç, кивелмĕç. Патреккелсем ялти хора çỹренĕ ватăсене хăйсем патне хăнана йыхравларĕç. Чăн малтанах Т.Захарова библиотекарь ваттисен кунне хăçан, ăçта тата мĕнле ирттерме пуçлани çинче чарăнса тăчĕ, пуçтарăннă ветерансене ырă та ăшă салам сăмахĕсем каларĕ, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ. Ваттисен кунне кĕнекесен тишкерĕвне те йĕркеленĕ. "Телейлĕ ватлăх" кĕнекесен куравĕнче ватăсене вуламалли, пĕлмелли чылай тупăнчĕ. Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин та ватăсене саламлама çитрĕ. Ăшă салам сăмахĕсем пурин чунне те çупăрларĕç. Уяври пенсионерсен ячĕпе И.Петров, нумай çул хушши Патреккел хорĕнче юрлаканскер, сăмах илчĕ. Хăйсем паянхи самана ырлăхĕсене курнăшăн савăннине, тав сăмахне каларĕ, шкул ачисене вĕренỹре, пурнăçра ăнăçу, телей, сывлăх сунчĕ, малашне хăйсем пек ырми-канми тăрăшса ĕçлесе пенсие тухма пиллерĕ. Асанне-асаттесене, кукаçи-кукамăшĕсене ялти "Илем" ача садĕнчи шăпăрлансем хăйсен уçă сассисемпе илемлĕ юрласа саламларĕç, сăвăсем вуларĕç. "Çакă сăвă йĕркисем пулччăр парне ватăсене" ятлă сăвăсен конкурсĕнче 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем ăмăртрĕç. Ватăсем чи лайăх сăвă çыракансем тата вулакансем А.Арбузовăпа Д.Филимонова пулнине палăртрĕç. "Алмакай" фольклор ушкăнĕ те ватăсене саламламасăр чăтаймарĕ. Ваттисен кунне халалласа нумай çĕнĕ юрă вĕреннĕ вĕсем. Культура ĕçченĕсем хăнасем хушшинче тĕрлĕрен конкурссем ирттерчĕç. "Тупмалли юмахăн вĕçĕ мĕнлерех?" конкурсра чылай çул хушши Патреккелти шкулта ачасене вĕрентнĕ Л.Миловидова пек нумай тĕрĕс пĕлекен пулмарĕ. Культура çурчĕн фойинче йĕркеленĕ "Чăн тутлă кукăль хăш асанне-кукамайăн-ши?" конкурсра О.Петрова пенсионерка çĕнтерчĕ. О.Филимоновăпа О.Доброхотова вара ваттисен сăмахĕсене нумай пĕлнипе палăрчĕç. Пурте пĕрле сăн ỹкерĕнме те манмарĕç. Юлашкинчен сĕтел хушшине вырнаçса чей ĕçрĕç, савăнчĕç.