07 октября 2009 г.
Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайĕ пурлăх, транспорт, çĕр налукĕсене тỹлеме "васкаман" çынсенчен парăмĕсене шыраса илесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Çак тĕллевпех налук инспекцийĕн работникĕсемпе тата Елчĕкри ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсемпе пĕрлехи рейдсем йĕркелет. Районта транспорт налукĕ тỹлеменнисем те чылай. Тĕмерте пурăнакан К.-ăн транспорт налукĕн парăмĕ, сăмахран, 4908,36 тенкĕпе танлашать (2008 çултанпа тỹлемен). Елчĕкри Юбилей урамĕнчи П.-ăн транспорт налукне тỹлеменрен пуçтарăннă парăмĕ 2757,96 тенке çитнĕ. Енчен те парăмпа 10 кун хушшинче татăлмасан К.-ăн груз турттаракан атомобильне, П.-ăн тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорне арестлеме тивет. Авăн уйăхĕнче суд приставĕн ĕçченĕсемпе налук инспекцийĕн работникĕсем черетлĕ рейдра пулчĕç. Пĕрлехи рейд вăхăтĕнче парăмçăсенчен пурĕ 7055 тенкĕ парăм шыраса илнĕ. 500 тенкĕрен те ытларах парăмлисене палăртмасăр иртейместĕнех. Хăвăлçырмари В. паянхи кун тĕлне 30123 тенкĕ, Таяпа Энтринчи М. _ 1190, С. _ 26462, Елчĕкри А. _ 2602, И. _ 8627, Аслă Елчĕкри А. _ 7039, Аслă Пăла Тимешри К. _ 1303, К. _ 8509, Т. _ 5901, Аслă Шăхалĕнчи И. _ 6446, Кушкăри Б. _ 3169, Б. _ 596, Элекçей Тимешри П. _ 610, Курнавăшри Ф. _ 1145, Çĕнĕ Арланкассинчи Г. _ 7165, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Т. _ 5169, Чăваш Тăрăмĕнчи С. _ 3090, Çĕнĕ Эйпеçри Д. _ 511, Лаш Таяпари А. _ 16547, Мучарти К. 2283 тенкĕ парăмра. Çакăн евĕр рейда тăваттăмĕш кварталта та ирттерме палăртнă. Çавна май парăмçăсене парăмсемпе вăхăтра татăлма ыйтатпăр, унсăрăн автомашинăсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă, водитель удостоверенийĕсене улăштарнă е ытти чух чăрмавсем пулма пултарĕç.