Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç укçине вăхăтра тỹлемен

07 октября 2009 г.

Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн следстви органĕсем ĕçлекенсене вăхăтра ĕç укçи тỹлессипе предприятисемпе организацисем мĕнле ĕçленине тĕрĕслесех тăраççĕ. Черетлĕ тĕрĕслев çакна кăтартса панă: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче, Шупашкар тата Шăмăршă тата ытти районсенче хăш-пĕр уйрăм предпринимательсемпе тулли мар яваплă пĕрлешỹсем ĕç çыннисене икĕ уйăхран та ытла ĕç укçи тỹлемен. Республикипе пурĕ 1,5 пин ытла ĕçчен 45 миллион тенке яхăн шалăва вăхăтра илеймен. 2007 çулхи нарăс уйăхĕнченех ĕç укçи тỹлеменнисем те пур. Следстви органĕсем кăçал Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 145-1 статйипе килĕшỹллĕн (ĕç укçине икĕ уйăхран та ытла тỹлеменни) 34 ĕç пуçарнă. Çулталăк пуçланнăранпа икĕ уйăхран та ытла ĕç укçи илейменнисен шучĕ 3 пин ытла, вĕсен шалăвĕ 90 миллион тенкĕпе танлашать. Ĕç укçипе вăхăтра татăлманнисем Елчĕк районĕнче те пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика