07 октября 2009 г.
Кăçалхи виçĕ кварталта райадминистрацин ЗАГС пайĕнче граждан тăрăмĕн 239 актне регистрациленĕ (2007 çулта _ 252, 2008 çулта _ 219). Асăннă тапхăрта 63 ача çуралнă (2007 çулта _ 58, 2008 çулта _ 59). Çав шутран 31-шĕ _ ывăл ача, 32-шĕ _ хĕр ача. Утă-авăн уйăхĕсенче тĕрлĕ сăлтава пула 4 гражданин хушаматне, ятне, ашшĕ ятне улăштарнă. Юлашки вăхăтра çемье тĕвĕлекенсен йышĕ ỹсни те савăнтарать: виçĕ кварталта 73 çамрăк çемье хушăннă (2008 çулта _ 38, 2007 çулта _ 85). Тĕрлĕ сăлтава пула утă-авăн уйăхĕсенче 14 çемье арканнă (2008 çулта _ 13, 2007 çулта _ 11). Пăшăрхантараканни вара çакă _ республикăри ытти районсенчи пекех, районта вилекенсен шучĕ çуралакансенчен нумайрах. Çак тапхăрта пурĕ 81 çын, вăл шутран 48 арçын тата 33 хĕрарăм, пурнăçран уйрăлнă (2008 çулта _ 106, 2007 çулта _ 86) .