Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тантăш" ĕçре палăрнă

07 октября 2009 г.

Ачасене çамрăкранах ĕçе хăнăхтарни вĕсене тĕрĕс воспитани парассинче пысăк вырăн йышăнать. Çакна тĕпе хурса Яманчỹрел шкулĕ кашни çулах Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшỹ туса вĕренекенсене тĕрлĕ ĕç пурнăçлама май туса парать. Кăçалхи çуллахи каникул вăхăтĕнче кунта çула çитменнисене пĕрлештерекен "Тантăш" ĕç бригади йĕркеленнĕ. Н.Васильева ертсе пынипе ачасем ялта пĕччен пурăнакан ватăсене тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пулăшнă, шкул участокĕнче тата тăван колхозра вăй хунă. "Тантăш" юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче иртнĕ çул çитменнисен ĕç бригадисен республика шайĕнчи пиллĕкмĕш фестивальне хутшăнма тивĕç пулнă. Асăннă бригадăн бригадирĕ И.Базарнова "Чи лайăх бригадир" номинацинче иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Ăна дипломпа тата хаклă парнепе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика