Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирвайхи итогсене пĕтĕмлетнĕ

03 октября 2009 г.

 Район администрацийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисен канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта тыр-пулпа тымар çимĕçсене пухса кĕртнин малтанхи итогĕсене тата выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçма хатĕрлес ыйтусене пăхса тухнă. Канашлăва район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. 2009 çулхи вырма ĕçĕсен малтанхи итогĕсемпе ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ А.Владимиров паллаштарчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал 18544 гектар çинче (пĕлтĕр 16614 гектар) çитĕнтернĕ. Пĕтĕмпе 50100 тонна (иртнĕ çул 45842 тонна) тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ. Çапла вара район планне ирттерсе тултарнă. Районĕпе вăтам тухăç 26,9 центнерпа танлашнă. Çакă республикăри районсем хушшинче виççĕмĕш кăтарту. "Комбайн" ЯХПК кашни гектартан 45 центнер, "Клевер" ООО _ 44, "Свобода" ЯХПК _ 40,4, "Прогресс" ЗАО _ 39,4 центнер тĕш тырă туса илнĕ. Ленин ячĕллĕ ЯХПК кăтартăвĕ чи пĕчĕкки _ 12,4 центнер. "Урожай" ООО, "Аранчеево" ООО та тыр-пул тухăçĕпе савăнма пултараймаççĕ. Çĕр улмине 1161 гектар çинче çитĕнтернĕ. Ăна пĕтĕмпе 198628 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç 175,2 центнерпа танлашать. Кĕр тыррисене кăçал планпа палăртнинчен (6500 гектар) ытларах _ 7634 гектар акса хăварнă. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма тата выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçĕн итогĕсем çинчен ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева каласа пачĕ. Витесем тĕпрен илсен хатĕр. Çу тапхăрĕнче вĕсене юсас тата реконструкци тăвас енĕпе "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", "Рассвет", "Марс" хуçалăхсенче пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Утта кирлин 78 проценчĕ, сенажа 118 проценчĕ, силоса 39 проценчĕ чухлĕ хывса хăварнă. Районĕпе кашни выльăх пуçне 20 апат единици хатĕрленĕ. Пĕлтĕр вăл 24 апат единиципе танлашнă. Карл Маркс ячĕллĕ, "Аранчеево" хуçалăхсенче выльăх апатне питĕ сахал саппасланă. Ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ çакăн пек условисенче выльăхсене тăрантарма жом пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Ăна хальтерех турттарса упрама хума тытăнмалла. Хальхи вăхăтра районĕпе кашни ĕнерен 17 килограма яхăн сĕт сăваççĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен пысăкрах. Районăн вăтам кăтартăвĕ "Победа", "Прогресс", "Комбайн", "Яманчурино", "Марс", "Сатурн" хуçалăхсем кашни ĕнерен нумай сĕт сунипе пысăк. Вĕсем сăвăма ỹстермелли тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ. Акă, "Комбайнра" ĕнесене кĕркунне тăрантарма ятарласа рапс акнă. Çавăнпа сăвăм пысăк. Ытти нумай хуçалăхсем ĕнесене хире илсе тухаççĕ. Анчах кĕркунне нумай çул ỹсекен курăксен тутлăлăхĕ çук. Паллах, сăвăм та пысăк мар. Чи лайăх пахалăхлă сĕт "Победа" хуçалăхра сăваççĕ. Кунта ĕнесене сумалли зал йĕркеленĕ. Выльăхсене таса тытаççĕ, вĕсем улăм çинче выртаççĕ. Канашлура сĕт, аш-какай хакĕсем, ăратлă выльăхсем туянасси, çемье фермисем йĕркелес программа çинчен те сăмах пуçарчĕç. Производствăра ĕç сыхлавне мĕнле пурнăçласа пыни çинчен ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист С.Кузьмин, территорисене тирпей-илем кĕртес уйăхлăхĕнче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен тĕп специалист-эксперт П.Тремасов, ял хуçалăх техникине упрас ыйтупа районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕ В.Викторов тухса калаçрĕç. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ М.Васильева ĕç рынокĕнчи лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ. Канашлу итогĕсене ял хуçалăх пайĕн начальникĕ О.Карсаков пĕтĕмлетрĕ. Вăл çавăн пекех çĕр налукне тỹлес, харпăрлăха илнĕ çĕрсене регистрацилес, ял хуçалăх работникĕсен кунне ирттерес ыйтусене хускатрĕ. Канашлура юлашкинчен район пуçлăхĕ Н.Миллин тухса калаçрĕ. Вăл хуçалăх ертỹçисене вырма ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа тав турĕ, ял çыннисем Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче умра тăракан тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланине палăртрĕ, агропромышленность комплексне аталантармалли программăна ăнăçлă пурнăçлас ĕçри тĕп çул-йĕрсем çинче чарăнса тăчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика