Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ял çыннисемпе мухтавлă

03 октября 2009 г.

Аслă ял çыннисемпе мухтавлă Аслă Елчĕк ялĕ пуçланса кайнăранпа 450 çул çитрĕ. 450 çул... Çын пурнăçĕпе танлаштарсан, çакă ялшăн, историшĕн пысăках та мар пек. Çапах та темиçе ăрушăн тарăн йĕр хăварнă çав вăхăт. Тĕрлĕ ăру ялăн кун-çулĕпе мухтанма, мăнаçланма пултарать. Историрен, акă, мĕн паллă: Аслă Елчĕк тăрăхĕнчи çĕрсене куçса çỹрекен йăхсем, Ылтăн Урта кнеçĕсемпе эмирĕсем пĕр шелсĕр çаратнă. Çăлăнăç шырама кунти чăвашсем вăрманлă кĕтессене тарса кайнă. Чăваш çĕршывĕ Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешни çеç вĕсене вилсе пĕтесрен çăлса хăварнă. Легендăсем çирĕплетнĕ тăрăх, Аслă Елчĕк ялне пуçласа яраканĕ Пичура тата Патăрша ятлă çынсем пулнă. Ял историне нумай тĕпченĕ Петр Печков Аслă Елчĕк ялĕ 1559 çулта никĕсленнĕ тесе шутлать. Тĕпчевçĕ патша правительстви вырăнти халăхсене "кĕреп" хучĕсене 1559 çулта валеçсе панине ĕнентерет. Вырăс патши IV Хаяр Иван Хусан ханлăхне вăрçăпа килнине пĕлсен, чылай чăваш хăйĕн ирĕкĕпе вырăссене пулăшма вăрçа хутшăнать. Кунта палăрнă чăвашсене Иван патша хушнипе пушă вырăнсене ("тискер уя") пурăнма куçса кайма ирĕк панă, ĕмĕрлĕхех ĕçлесе, акса тăма 50-70 теçеттин таран çĕр лаптăкĕ уйăрса "çĕр кĕрепĕ" парса çирĕплетнĕ. Çак çĕрсене шыраса килнĕ те ĕнтĕ Аслă Елчĕк ял тăрăхне Пичурапа Патăрша. Аслă Елчĕке пуçарса яракансем Куславкка районĕнчи Елчĕк (вырăсла Карамышево) ялĕнчен куçса килнĕ. XVIII ĕмĕртен сыхланса юлнă документсенче ăна "Хирти Аслă Елчĕк" тенĕ. 1710 çулхи халăх çыравĕ вăхăтĕнче Аслă Елчĕкре 65 кил пулнă. 1719 çул тĕлне тата 11 çемье хутшăннă, анчах 4 килте çынсем вилсе пĕтнĕ, 19 çемье пăрахса кайнă. Çапла вара ялта 53 кил çеç тăрса юлнă. Каярах ял аталанса ỹссе пынă. 1785 çулта _ 135, 1858 çулта _ 146, 1897 çулта _ 286, 1917 çулта 394 кил шутланнă. 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 696 хуçалăхра 2040 çын пурăннă. 20 урам Аслă Елчĕкре. Вĕсен тăршшĕ 14 çухрăмпа танлашать. Çуртсене газификациленĕ. Шыв пăрăхĕсен вăрăмăшĕ _ 15,5 çухрăм. Общество инфратытăмĕ лайăх аталаннă районти чи пысăк ялта. Кунта вăтам шкул, ача-пăча сачĕ, тĕслĕх библиотека, культура çурчĕ, 6 лавкка, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, çыннăн кăмăл-туйăмне уçăлтарма Христос Чĕрĕлĕвĕн чиркĕвĕ пур. Çапах та аслă ялăн мухтавĕ, чысĕ _ унăн çыннисем. Кам пĕлмест пулĕ пĕр тăван Волковсене _ этнопедагогика "ашшĕне", академика Геннадий Никандровича, медицина наукисен докторне Анатолий Никандровича, медицина наукисен кандидатне Зинон Никандровича, Елчĕк районĕн гимнĕн авторне Николай Карлин композитора, Этюк Витти юрăçа, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ çар летчикне Иван Теньков полковника, Ленин орденĕн 2 хут кавалерне Сергей Соснов механизатора... Çавăн пекех аслă ялта вун-вун паллă наука çынни, спортсмен, культура, искусство ĕçченĕ, тухтăрĕ, педагогĕ, ял хуçалăх ĕçченĕ, çар çынни, ытти сферăсенчи ĕçченсем çитĕннĕ. Чылайăшĕ çунат илсе вĕçсе ялтан тухса кайнă пулин те, тăван ене манмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнĕ шăмат кун ялăн 450 çулхи юбилейне уявлама Аслă Елчĕкре пурăнакансем çеç мар, çĕршывăн, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă ентешсем пухăнчĕç. Аслă ялăн уявĕ те анлă иртрĕ. Аслă Елчĕкри Христос Чĕрĕлĕвĕн чиркĕвĕнче ирттернĕ службăран пуçланчĕ вăл. Унтан пурте культура çурчĕ умĕнчи лапама васкарĕç. Кунта ялти алă ăстисен ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Куракансем Радость Печкова, Зинаида Карамаликова, Петр Казначеев, Клавдия Немцева, Зоя Виноградова, Зинаида Патшина, Мария Филимонова, Ирина Питакова, Василий Катков, Давыд Немцев, Ирина Орехова, Галина Адюкова, Александра Игнатьева, Наташа Архилина тата ыттисен пултарулăхĕнчен чăннипех тĕлĕнчĕç. Кунтах ялти кашни урамра пурăнакансем те тутлă апат-çимĕç пĕçерсе тухса пухăннисене сăйларĕç. Савăнăçлă тĕп мероприятисем пуçланиччен спорт вăййисем те иртрĕç. Ялти стадионта футбол вăййине кăмăллакансем тĕл пулчĕç. 25 çула çитичченхи тата аслăрах футболистсем "Туслăх кубокĕшĕн" кĕрешĕве тухрĕç. Кунта аслă çулсенчисем 2:0 шутпа çĕнтерчĕç. Мечĕксене Александр Адюковпа Михаил Горшков тапса кĕртрĕç. СССР спорт мастерĕ Илья Уркин ячĕллĕ спорт шкулĕнче ирĕклĕ тата "Кĕрешỹ" наци мелĕсемпе кĕрешекенсем вăй виçрĕç. Кăнтăрла иртсен 14 сехетре килнĕ хăнасене, ялăн хисеплĕ çыннисене çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Вĕсем культура çуртĕнче вырнаçнă çамрăксен ташă залне уçнă çĕре хутшăнчĕç. Уява пухăннисене район пуçлăхĕн çумĕ _ район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Илья Кузнецов, паллă ăсчах _ этнопедагог Геннадий Волков академик, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн ертỹçи Олег Викторов, Анатолий Волков профессор, Николай Карлин композитор, Иван Теньков летчик-испытатель, "Единая Россия" партин районти политканашĕн секретарĕ Евгения Михайлова тата ытти ентешĕмĕрсем саламларĕç, обществăлла ĕçре, производствăра палăрнисене сумлă парнесемпе чысларĕç. Хăнасемпе уява пухăннисене Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Афанасьев тав турĕ, Христос Чĕрĕлĕвĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Максим атте пехиллерĕ. Хисеплисем яланах чыса тивĕç. Ялти чи ватă çынсене _ Ефстафий Немцева, Мария Савуковăна, чи çамрăк гражданина Милена Бобинăна та парнесем парса чысларĕç. Аслă Елчĕкре пурнăç çулĕпе пĕрле утма кăмăлланă çамрăк мăшăрсене _ Федоровсемпе Петрушкинсене, пĕрле 60-50 çул пурăнакан мăшăрсене _ Иванпа Венера Кассировсене, Анатолийпе Вера Хушкинсене те сумлă парнесем тивĕçрĕç. "Чи лайăх урам" ята Свердлов урамĕнче пурăнакансем, "Чи лайăх кил-çурт" ята Александра Печкова хуçалăхĕ тивĕçлипе çĕнсе илчĕç. Çак кун çуралнă Владимир Мурзакаевпа Николай Карлин, Екатерина Адюкова та чыса тивĕçрĕç. Ял юбилейĕ тепĕр паллă пулăмпа та палăрса юлчĕ. Чăваш Республикин, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, педагогика наукисен докторĕ Геннадий Никандрович Волков академик ячĕпе хисепленсе тăрĕ малашне ялти вăтам шкул. Унăн стени çине çакна çирĕплетекен мемориал хăмине вырнаçтарчĕç. Аслă Елчĕксене саламлама чăваш эстрада çăлтăрĕсем, кỹршĕ ялсенчи пултарулăх коллективĕсем те килнĕ. Мĕн çĕрлеччен янăрарĕ савăк кĕвĕ-юрă...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика