03 октября 2009 г.
"Сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса районта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Иртнĕ юн кун Елчĕкри тĕп стадионта спорт уявĕ иртрĕ. Çуллахи спорт сезонĕ вĕçленсе пырать пулин те, çăмăл атлетсем старта тухма пăрахмаççĕ-ха. Çанталăкĕ çумăрлă тăнине пăхмасăр тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем _ çуран чупма юратакансем хальхинче эстафетăра вăя тĕрĕслесе пăхма старта тухрĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, 8 ушкăнра иртрĕ ăмăрту. Командăри кашни участник 400 метра чупрĕ. Çакна палăртма кăмăллă: çулран çул ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ ỹссе пырать. Акă, пĕлтĕр ял хуçалăх предприятийĕсем виçĕ команда çеç тăратнă пулсан, кăçал вĕсен йышĕ пиллĕке çитрĕ. Предприятисемпе организацисен, учрежденисен ушкăнĕнче те ăмăртăва хутшăнакансем йышланчĕç. Районти шкулсенче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем те кашни çулах старта йышлăн тухаççĕ. Кунта та савăнмалли чылай. Акă, кăçал "Советская Чувашия" хаçатăн çăмăл атлетсен эстафетинче çĕнтернĕ Кĕçĕн Таяпари тĕп шкул районти ăмăртăва 3 команда, Аслă Елчĕкри вăтам шкул 2 команда тăратма пултарнă. Ытти çĕрте те вĕсен паха тĕслĕхне алла илсен аван пулĕччĕ. Хĕрỹ иртрĕ ăмăрту. Çĕнтерỹçĕ-командăсене грамотăсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç.