03 октября 2009 г.
Таса чунлă, ырă чунлă е чунĕпе илемлĕ теççĕ лайăх та сапăр çын çинчен. Чунĕпе те, сăнĕпе та _ чăннипех пур енĕпе те илемлĕ çын тесе калас килет манăн Вырăскасси ялĕнче пурăнакан Альбина Зиновьевна Векова пирки. Çуткỹл шкулĕнче пĕрле ĕçленĕ вăхăтсем яланах ăшă туйăм çуратаççĕ. Альбина Зиновьевна манран чылай çул аслăрах пулин те унпа тем çинчен те калаçма пулать. Вăл яланах ырă канаш-сĕнỹ пама, йывăр вăхăтра пулăшма-йăпатма пĕлет. Унри чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн ĕçченлĕхĕ, сăпайлăхĕ пирĕншĕн паянхи кун та тĕслĕх вырăнĕнче. А.З.Векова 1944 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Ашшĕ РОНО заведующийĕ пулса ĕçленипе Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн Канашри педагогика училищинче пуçламăш класра вĕрентекен ăсталăхне алла илнĕ. 1965-2001 çулсенче Çуткỹлпе Вырăскасси ачисене пуçламăш пĕлỹ паракан пулса ĕçленĕ. Учителĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Пуçламăш классенче вĕрентекенĕн пушшех те. Вулама, çырма вĕрентнисĕр пуçне çут çанталăкпа паллаштармалла, кашни ачан ыйтăвĕ çине хурав пама пĕлмелле, ашшĕ-амăшне, сывлăха упрама, тирпейлĕ пулма хăнăхтармалла, ыррипе усаллине уйăрма, Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентмелле тата ытти те. Çапла, учителĕн ĕçĕ яваплă, çав вăхăтрах пархатарлă та. Тĕрлĕ професси валли тỹрĕ чунлă, пултаруллă çынсем хатĕрлет-çке вăл. Кам кăна çук-ши Альбина Зиновьевна ăс панă ачасем хушшинче? Вĕрентекен профессине алла илнисем те чылаййăн. Хăйĕн ывăлĕ Юрий те _ учитель. Мăшăрĕ, Александр Васильевич, Курнавăшри шкулта нумай çул хушши ачасене вĕрентнĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Уявсенче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен саламсем килеççĕ. Манмаççĕ, хисеплеççĕ ăшă кăмăллă вĕрентекене. Ял-йыш та сума сăвать ăна. Альбина Зиновьевна халĕ те шкулпа тачă çыхăну тытать. Тĕл пулусенче ăшă куллипе, çепĕç чĕлхипе, çивĕч ăс-тăнĕпе савăнтарать вăл пире. Чăваш хĕрарăмĕн пултарулăхне хăйĕн кинне _ Лариса Николаевнăна вĕрентсе пынă вăл. Кинĕ те хунямăшĕ пекех: ĕçре маттур, ырă çын. Лариса Николаевна та учитель, ялти шкултах ĕçлет. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн пултаруллă вĕрентекене 1996 çулта "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" хисеплĕ ят панă. Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем те нумай. Альбина Зиновьевнăшăн вара чи хакли _ унăн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем, вĕсем пурнăçра хăйсен чăн вырăнне тупни. "Юлташлăхра телей иккен-мĕн, илем юлташлăхра кăна", _ тенĕ чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ. А.З.Векова пек ырă кăмăл-туйăмлă аслă юлташ пулнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Ăна çывхарса килекен Учитель кунĕ ячĕпе тата çуралнă кунĕ ячĕпе саламласа тав сăмахĕ калас килет. Эпĕ унăн çынлăхĕпе киленсе вăй илетĕп. Е.НИКИФОРОВА. Пархатарлă ĕçĕн хакĕ пысăк Таса чунлă, ырă чунлă е чунĕпе илемлĕ теççĕ лайăх та сапăр çын çинчен. Чунĕпе те, сăнĕпе та _ чăннипех пур енĕпе те илемлĕ çын тесе калас килет манăн Вырăскасси ялĕнче пурăнакан Альбина Зиновьевна Векова пирки. Çуткỹл шкулĕнче пĕрле ĕçленĕ вăхăтсем яланах ăшă туйăм çуратаççĕ. Альбина Зиновьевна манран чылай çул аслăрах пулин те унпа тем çинчен те калаçма пулать. Вăл яланах ырă канаш-сĕнỹ пама, йывăр вăхăтра пулăшма-йăпатма пĕлет. Унри чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн ĕçченлĕхĕ, сăпайлăхĕ пирĕншĕн паянхи кун та тĕслĕх вырăнĕнче. А.З.Векова 1944 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Ашшĕ РОНО заведующийĕ пулса ĕçленипе Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн Канашри педагогика училищинче пуçламăш класра вĕрентекен ăсталăхне алла илнĕ. 1965-2001 çулсенче Çуткỹлпе Вырăскасси ачисене пуçламăш пĕлỹ паракан пулса ĕçленĕ. Учителĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Пуçламăш классенче вĕрентекенĕн пушшех те. Вулама, çырма вĕрентнисĕр пуçне çут çанталăкпа паллаштармалла, кашни ачан ыйтăвĕ çине хурав пама пĕлмелле, ашшĕ-амăшне, сывлăха упрама, тирпейлĕ пулма хăнăхтармалла, ыррипе усаллине уйăрма, Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентмелле тата ытти те. Çапла, учителĕн ĕçĕ яваплă, çав вăхăтрах пархатарлă та. Тĕрлĕ професси валли тỹрĕ чунлă, пултаруллă çынсем хатĕрлет-çке вăл. Кам кăна çук-ши Альбина Зиновьевна ăс панă ачасем хушшинче? Вĕрентекен профессине алла илнисем те чылаййăн. Хăйĕн ывăлĕ Юрий те _ учитель. Мăшăрĕ, Александр Васильевич, Курнавăшри шкулта нумай çул хушши ачасене вĕрентнĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Уявсенче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен саламсем килеççĕ. Манмаççĕ, хисеплеççĕ ăшă кăмăллă вĕрентекене. Ял-йыш та сума сăвать ăна. Альбина Зиновьевна халĕ те шкулпа тачă çыхăну тытать. Тĕл пулусенче ăшă куллипе, çепĕç чĕлхипе, çивĕч ăс-тăнĕпе савăнтарать вăл пире. Чăваш хĕрарăмĕн пултарулăхне хăйĕн кинне _ Лариса Николаевнăна вĕрентсе пынă вăл. Кинĕ те хунямăшĕ пекех: ĕçре маттур, ырă çын. Лариса Николаевна та учитель, ялти шкултах ĕçлет. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн пултаруллă вĕрентекене 1996 çулта "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" хисеплĕ ят панă. Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем те нумай. Альбина Зиновьевнăшăн вара чи хакли _ унăн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем, вĕсем пурнăçра хăйсен чăн вырăнне тупни. "Юлташлăхра телей иккен-мĕн, илем юлташлăхра кăна", _ тенĕ чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ. А.З.Векова пек ырă кăмăл-туйăмлă аслă юлташ пулнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Ăна çывхарса килекен Учитель кунĕ ячĕпе тата çуралнă кунĕ ячĕпе саламласа тав сăмахĕ калас килет. Эпĕ унăн çынлăхĕпе киленсе вăй илетĕп.