Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тайма пуç сире, учительсем!

03 октября 2009 г.

 Учитель! Вĕрентекен!.. Мĕн чухлĕ ырă пĕлтерĕш, мĕн чухлĕ пархатарлă кăмăл çак çутăран та çутă ăнлавра. Пиртен кашниех _ тĕнче уçлăхне тĕпчекен-и вăл е çĕр ĕçĕпе хĕмленекен-и, заводра-фабрикăра вăй хуракан-и е искусствăпа литература тĕнчинче çунатланакан-и _ чун панă амăшĕсемпе танах хăйсене пурнăç çулĕ çине çавăтса тухнă ăш пиллĕ учительсене те яланах савса, юратса куç тĕлне тăвать, чĕрисенче упрать. Вĕсен ырми-канми тăрăшулăхĕпе, куллен-кун пĕлỹ парса ỹстернипе ырра хаклама, ырра темрен те мала хума пиçĕхсе, тараватланса çитĕннĕ ĕнтĕ эпир пурте. Шăпа мана вĕрентекен пулма пиллерĕ. Ача чухнех ĕмĕтленни _ учитель пуласси хама вĕрентнĕ çынсен ырă сăнарĕсенченех тĕвĕленнĕ пулмалла. Питĕ лайăх учительсем вĕрентнĕ пире. Эпĕ вĕсене пурне те _ Хăвăлçырма шкулĕнчи Е.Степанова, Н.Михайлов (шел, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç), О.Сазонов, П.Воробьев, А.Воробьева, Г.Карсакова, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Е.Захарова, Анатолийпе Тамара Муратовсем, Ю.Никифорова тата ытти вĕрентекенсем _ ачасене чунтан тăрăшса ăс панăшăн, таса чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă пулма вĕрентнĕшĕн чĕререн тав тăватăп. Пĕрремĕш вĕрентекен _ Софья Гурьевна Сазонова халĕ те асрах. Вăл пирĕн çине анне пек ăшă куçсемпе юратса пăхни, лăпкă сасăпа урок ăнлантарни, пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентни чĕрене яланлăхах вырнаçнă. "Вĕренни хăвăршăн. Вĕренме нихăçан та ан ỹркенĕр", _ тетчĕ час-часах. Ĕçе яланах тĕплĕн тума хистетчĕ. Паллах, шкулта вĕреннĕ çулсенче пурин те тенĕ пекех юратнă учитель пулнă. Манăн та, ытти чылай ачан та Хăвăлçырмари шкулта истори предметне вĕрентнĕ О.Сазонов чи юратнă учитель пулнă тесен пĕрре те йăнăшмастăп пулĕ. Мĕнлерех хавхалантарса, чĕртсе яма пултаратчĕ вăл ачасен чĕрисене. Унăн пĕр урокĕ те кичем иртместчĕ. Вăл ыйтнине тĕрĕс хурав парсан: "Маттур! "5"! _ тетчĕ те малалла та тăрăшса вĕренес кăмăл çуралатчĕ. Г.Карсакова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен çыравçăсен тĕрлĕ сăвви-калавĕсене артист пек ăста вулани, илемлĕ сасси те тыткăнлатчĕ. Мĕнлерех литература каçĕсем иртетчĕç, спектакльсем лартаттăмăр, уявсенче концертсем кăтартаттăмăр. Çирĕклĕ Шăхальти шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Елизавета Мартерьевна Захарова урокĕсене те паянхи пек астăватăп. Класс тулашĕнчи вулав урокĕсем, вырăс писателĕсен произведенийĕсем - "Горячий снег", "А зори здесь тихие", "Поднятая целина", "Гроза", "Вишневый сад", "Повесть о настоящем человеке" _ пурте асра тăрса юлнă. Хам вĕрентекен пулса тăрăшма тытăнсан нумай çул хушши ачасене вĕрентекен опытлă педагогсемпе юнашар ĕçлеме тỹр килчĕ. Хăвăлçырма шкулĕнчи Я.Сазонов, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ О.Осипова, В.Краснова, М.Емельянов, Т.Шелтукова, С.Шелтуков, Р. Федорова педагогсенчен эпĕ нумай вĕреннĕ, хамăн опыта вĕсенчен туптанă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта В.Васильевпа пĕр вăхăтра тулли лава (вăл директор, эпĕ _ унăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ) кỹлĕнтĕмĕр. Виктор Порфирьевича çавăн чухне мана хăйне шаннă пекех шаннишĕн, ĕçри тивĕçсене туллин пурнăçлама майсем туса панишĕн, тĕрлĕ пуçарулăха ĕçе кĕртме çул уçса пынишĕн чунтан-чĕререн тав тăватăп. Эпĕ шкулта ĕçлеме пуçлани 23 çул çитрĕ. Халĕ хам та ĕç умне тăн-тăн, çирĕппĕн тăнă вĕрентекен, ĕç вăрттăнлăхĕсене пĕлсе-тĕпчесе, ăша илсе, çав ĕçех тепĕр ỹсĕмрисене хăнăхтарса пыракан, кирлĕ чухне вĕсенчен те вĕренсе пыракан. Этем тени ĕмĕр тăршшĕпех вĕрентекен те, вĕренекен те-çке. Ку _ пурнăç чăнлăхĕ, аталану саккунĕ. Çапах та, çул хыççăн çул иртнĕçемĕн, хама вĕрентнĕ учительсен çутă сăнарĕсем куç умне татах та çуттăнрах туха-туха тăраççĕ. Вĕрентекен вăл _ кашнийĕншĕн çул пуçламăшĕ, канаш паравçă. Тайма пуç сире, ылтăн чун-чĕреллĕ учительсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика