Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр пире тăрантарать, тумлантарать

03 октября 2009 г.

 Ял пурнăçĕн шайне çĕклес, унăн йăлана кĕнĕ хăйне евĕрлĕхне упраса хăварас тата ăна малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Чăннипех, чăваш çынни мĕн ĕлĕкрен çĕрпе туслă пулнă, çĕртен сĕткен те сиплĕх илсе пурăннă, ака-суха туса тыр-пул çитĕнтересси тĕп ĕç пулнă уншăн. Паянхи ял çынни те çĕр çинче ĕçлесе хăйĕн кулленхи пурнăçне сыпăнтарса пырать. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Виталий Васильевич Ефимов та хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра вăл тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармасть. Мăшăрĕпе, Нина Петровнăпа, картиш тулли кайăк-кĕшĕк усраççĕ, çуллахи вăхăтра вара пахчаран кĕме пĕлмеççĕ. Вĕсен кил-çуртне пырса кĕрсен кунта ултă теçетке çулран иртнĕ ватăсем пурăнаççĕ тесе те калаймăн: пур çĕрте те тирпейлĕ, таса. Çак иксĕлми вăй-халлă çынсем манăн асаттепе асанне пулаççĕ. Пĕррехинче асатте мана хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ. 1947 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Ашшĕсĕр ỹснĕ пирки ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. Никам çине шанса тăмалли пулманран çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ вăхăтрах çуллахи каникулта колхоз пахчинче хуралта тăнă. 1961 çулта Тутар Республикине кĕтỹ кĕтме тухса кайнă. Кайран тракториста вĕренсе тухнă, тăван колхоз хирĕнче ĕçленĕ. Саратоври "çĕнĕ çĕрсене" уçма та хутшăннă вăл. Асатте "Знамя" колхозра склад заведующийĕнче, бригадирта, ĕне фермин заведующийĕнче, хуçалăхри ытти ĕçсенче тăрăшнă. "Асатте, çăмăл пулман ĕнтĕ сана", _ тесе ыйтатăп эпĕ унран час-часах. Вăл вара çакăн пек хурав парать: "Ỹркенсе тăмалла мар, ĕçе юратмалла. Çакăн пек çын кирек епле йывăрлăх умĕнче те пуçне усмасть. Ял çынни çĕр çинче ĕçлесе пурăнать. Çĕр-аннемĕр пире ытларах усă, тупăш кỹтĕр тесен ăна тивĕçлипе хакламалла. Çĕр вăл ача пекех: тимлĕхе юратать. Çĕр пулмасан эпир мĕскĕнлĕхе, чухăнлăха кĕрсе ỹкетпĕр. Вăл пире тăрантарать, ĕмĕтпе пурăнма вăй-хăват хушать. Ăна пирĕн хаклама вĕренмелле". Аслă çын, ĕç ветеранĕ _ асатте каланисем тарăн шухăша яраççĕ. Манăн вара çапла калас килет: пирĕн, çамрăксен, ваттисенчен вĕренсе юласчĕ, ял пурнăçне каялла ярас марччĕ. Кашни çын хăйĕн тăван ялĕн илемне, пуянлăхне упраса хăварассишĕн тăрăшмалла. Ку вăл _ çĕр çыннин тивĕçĕ. Çĕр пире тăрантарать, тумлантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика