03 октября 2009 г.
Район хаçачĕн страницисенче экологи тасалăхĕ çинчен яланах тĕрлĕ материалсем пичетленеççĕ. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене çапла майпа туса ирттернин усси те пысăк. Юлашки çулсенче, пурте куратпăр, районти ялсен сăн- сăпачĕ, тирпейлĕхпе тасалăх енчен илсен, тĕпрен улшăнчĕ. Тунă ĕçсемпе анчах лăпланса та ларас марччĕ, пирĕн малашне те пурин те пĕр шухăшлă пулмалла, палăртнă кашни мероприятие вăхăтра, тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пымалла. Хальхинче йăлара усă курнă каяшсене усăллă вырнаçтарма пулни çинчен каласа кăтартасшăн. Ялти уйрăм хуçалăхсенче çĕр улмипе тымар çимĕçе, пахча çимĕçе те пухса кĕртрĕç ĕнтĕ. Анчах çынсем вĕсен авăрĕсене çырмана, ытти обществăлла вырăнсене кăларса пăрахнине асăрхама пулать. Асăннă ỹсен-тăран тымарĕсене ăçта килнĕ унта пăрахса урамсене варалас вырăнне вĕсене усăллă вырнаçтарма пулни çинчен мĕншĕн шутласа илместпĕр? Çĕр улми, тымар çимĕç, пахча çимĕç авăрĕ тĕрлĕ ỹсен-тăрана апатлантармалли пуян удобрени шутланать. Тымар кĕлĕ вара ỹсен-тăран культурисене лайăх ỹссе аталанма май парать. Çапла майпа килти хуçалăхра кашни çул пулакан тымара пысăках мар лаптăкра тăкăс хурса вырнаçтармалла, ун çине тислĕк каяшĕ сапмалла, 10-15 сантиметр хулăнăш çĕрпе витмелле.Тепĕр çулталăкран унран лайăх çĕрĕшнĕ, пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса удобрени пулса çитет. Унпа пахча çимĕç культурисене çитĕнтернĕ çĕрте усă курмалла. Çапла майпа урамсемпе çырмасенче те тасарах, тирпейлĕрех пулĕ. .