Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан кулян эс, ан кулян...

30 сентября 2009 г.

 Ватлăх никамран та пăрăнса иртмест. Çулсем иртнĕçемĕн чир-чĕр те çакланать, шăм-шакĕ те ыратать, вăй-халĕ те чакать... Тин кăна çамрăкчĕ, юрла-юрла ĕçлетчĕç, ывăннине туймастчĕç. Халĕ, акă, çамрăклăхри вăй-хал таçта кайса кĕчĕ. Ял çынни хăйне упрассишĕн те тăрăшман, йывăр ĕçре пилĕкне авнă. Хăшĕсем фермăра канăç курмасăр вăй хунă, теприсем хуçалăх хирĕнче ырми-канми тăрăшнă. Ĕç условийĕсем мĕнле япăх пулнă тата. Çавăнпа та ĕнерхи ĕçченсем паян ытларах чирпе нушаланаççĕ. Çапах та нăйкăшмаççĕ вĕсем. Паянхи саманан ырлăхĕсене курнăшăн савăнăçĕсене пытармаççĕ. "Эх, ĕлĕкхи çынсене тăратса лартас пулсан, тĕлĕннипе тепĕр хут йăванса каятчĕç вĕсем. Паян пурнăç питĕ лайăх пирĕн. Патшалăх пăрахмасть, пенси илетпĕр. Лавккара пурте пур. Хулари пек пурăнатпăр",_ тенине час-часах илтетĕн тыл ветеранĕсенчен. Ачи-пăчи юнашар пурăнакан ватăсен, чăнах та, ватлăхĕ канлĕ иртет. Анчах пирĕн хушăра пĕччен пурăнакан ват çынсем те сахаллăн мар. Пĕччен пурăнакан 487 ватă учетра тăрать халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрта. Анчах, шел пулин те, кашни ват çын çумне пăхса тăракан çирĕплетме май килмест. Çавăнпа та чи йывăр шăпаллă 120 кинемипе мучие пăхса тăма çеç штатра тăман 106 соцработник çирĕплетнĕ. Пĕччен пурăнакан ватăн пурнăçĕ ват тутиллĕ ан пултăрччĕ тесе кулленхи пурнăçра пулăшса, тимлесе тăраççĕ вĕсем. Ваттисен кăмăлне тивĕçтересси _ социаллă ĕçченсемшĕн чи пĕлтерĕшли. Çавăнпа та карчăк-стариксене вăхăтлăх пурăнмалли çурта, интерната вырнаçтарасси те пирĕн центрăн тивĕçĕ шутланать. Пĕччен пурăнакан хăш-пĕр ватăсем хăйсем тĕллĕн хуçалăх тытса пыраймаççĕ. Ун пеккисене ватăсене вăхăтлăх пурăнмалли çуртсене вырнаçтаратпăр. Лаш Таяпари уйрăмра 10 , Çирĕклĕ Шăхалĕнче 17 ватă тăван кил ăшшине тупнă. Вăй-халлă кинемисемпе мучисем соцработниксемпе юнашар тăрса пахчара та ĕçлеççĕ. Ваттисен çурчĕсене ертсе пыракан Л.Князевăпа Л.Александрова хăйсене шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ. Территорисене таса та тирпейлĕ тытаççĕ. Шалта та хăтлă. Пахчасенче чечексем ỹстереççĕ. Кашни çемьерех ватăсем çук пулин те, пурин те ватă тăванĕсем пур. Вĕсем çинчен манса каймалла марах. Чылай карчăк-старике çывăхра пурăнакан тăван-хурăнташĕ пăхать. Никам хушмасăрах, чун ыйтнипе. Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрта ватăсене тата сусăрсене киле пырса пулăшу паракан икĕ уйрăм ĕçлени те пĕччен çынсене пысăк пулăшу кỹрет. Пурнăç саккунĕнчен пăрăнса иртеймĕн, çамрăксен аслă ăрури çынсемшĕн май килнĕ таран тăрăшмаллах. Хальхи вăхăтра эпир пулăшатпăр ватăсене, нумаях та вăхăт иртмĕ, пире те тимлĕх кирлĕ пулĕ. Çавăнпа та сăваплă ĕçрен никам та пăрăнса ан юлтăр. Юлашкинчен халăха социаллă пулăшу паракан отрасльте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене аса илмесĕр иртсе каяс килмест. Лидия Воробьева, Елена Жирнова, Элиза Осипова, Елена Шашкина, Елена Пчелова хăй вăхăтĕнче районта харсăр ĕçпе палăрнă. Паян та вĕсем общество ĕçĕнче харсăр. Вĕсене тата аслă ăру çыннисене пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, иксĕлми чун ăшши, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика