Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнине тимлĕх кирлĕ

30 сентября 2009 г.

 Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çуртĕнче хальхи вăхăтра 17 ватă пурăнать. Хĕрарăмсенчен чи асли _ Александра Иванова. Вăл 95 çулта. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ хĕрарăм ватлăхра кунта канлĕх тупнăшăн савăнать. Халĕ ăна тунсăх пусмасть. Хăй пек шăпаллисемпе калаçса чунне уçать. Пỹлĕмре иккĕн пурăнаççĕ. Типейлĕхĕпе палăрса тăрать вăл. Василий Кошкин вара чи çамрăк арçын. Вăл 67 çулта. Мăшăрĕ çĕре кĕрсен килнĕ кунта. "Вилсен те ун çумнех пытарăр", _ тет вăл яланах. Кунта пурăнакансем пурте вĕсем хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕрте канăç курмасăр ĕçленĕ. Пенсие тухсан та тепри ĕçпе сыв пуллашма васкаман-ха. Виççĕмĕшĕсем ватлăхра хăйсене йăпанмалăх ывăл-хĕр те çуратнă... Шăпа пĕр палламан, ют çынсен патне илсе çитерессе шухăшлама та пултарайман вĕсем. Анчах ăраскалтан иртме çуках пулĕ çав. Пĕри те начар пурăнмасть ваттисен çуртĕнче. Социаллă ĕçченсем кунта пурăнакансене лайăх пăхаççĕ. Вĕсем ватăсемшĕн тăванран та хаклă. Антонина Ефимова, Татьяна Краснова, Альбина Васильева, Светлана Александрова кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупнă. Çепĕç те ăшă кăмăллă. Ватăсем те ĕçченсене хăйсен ачисем пек юратни сисĕнет. Мĕн тăвăн, хăв ỹстернĕ тĕпренчĕкỹсемшĕн те эсĕ ют пулсассăн, е сана качча кайса ача çуратма пỹрмен пулсассăн... Юрать патшалăхĕ пĕччен пурăнакансен пурнăçне ăнланать, вĕсене вăхăтлăх пурăнма çуртсем уçса панă. Ăçта кайса кĕрĕччĕç халĕ çакăнти асаннесемпе асаттесем. Çакна аслă ăру çыннисем лайăх ăнланаççĕ, çавна май çĕршыв, республика, район пуçлăхĕсене тав сăмахĕсем каласа пĕтереймеççĕ. Ваттисен çуртне юхăнма парас мар тесе кăçал 550 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçларăмăр. Шупашкартан килнĕ рабочисем коридорти стенасене сăрларĕç, кухньăна шуратса плитасем сарчĕç. Ытти вак -тĕвек ĕçсем те сахал мар пурнăçларĕç. Ватăсем валли икĕ эрнере пĕрре мунча хутасси йăлана кĕнĕ. Кăçал душ кабини те илсе вырнаçтартăмăр. Ялсенче хăтлă пурăнакансенчен пĕртте юлмастпăр. Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕ жалюзи парнеленипе те кăмăллă эпир. Ватăсем паянхи пурнăç таппипе тан утса пыни кăмăла çĕклет. Пур енĕпе те условисем çителĕклĕ, пỹлĕмсенче çутă. Залра телевизор пăхаççĕ, хаçат-журнал вулаççĕ ватăсем. Çу кунĕсенче хамăрăн пахчара çанă тавăрса ĕçлесси те нимĕн те мар хăшĕ-пĕрисемшĕн. Çĕр çинче ĕçлеме кăмăллаççĕ Елизавета Захарова, Екатерина Боброва, Николай Андреев, Зоя Георгиева, Нина Князева. Вĕсем хамăр туса илекен кишĕр, çĕр улми, сухан анисене çум курăкран тасатсах тăраççĕ. Иван Васильев электрик ĕçĕпе те кăмăллă кунти пенсионерсем. Михаил Салмин вара сыснасене лайăх пăхать. Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр çемьери пек пурăнатпăр. Эпĕ ватăсемпе ĕçлеме пуçлани чылай вăхăт мар-ха. Çапах та вĕсен çăмăл мар пурнăçĕ маншăн ют мар. Кунти аппасемпе пиччесене юлашки çула та хамăрăнах ăсатма тивет. Юрать пенси укçине пухса пырассине йăлана кĕртрĕмĕр. Пухăннă укçипе пытартăмăр та Тип Тимеш карчăкне. Енчен те вăл пулман пулсан? Юлнă укçине чиркỹсене асăнтарма паратпăр. Кĕлĕ тутарма пачăшкăна та чĕнетпĕр. Хĕрĕх кунне хамăр патăмăрта асăнатпăр. Ытти çынсем пекех йăлине пурне те тăватпăр. Хальхи вăхăтра çурта тытса тăма çăмăл мар. Çавăнпа та пире пулăшу аллине тăсакансене тав тумасăр иртес килмест. "Промсервис" НПО предприяти директорĕн çумĕ кирлĕ чухне пирĕн нушасене ăнланать, пулăшу аллине тăсать. Пĕтĕм ваттисен ячĕпе тав сăмахĕ калатпăр ăна. Ватлăх никамшăн та начар ан пултăр. Ыррине çеç сунатпăр .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика