Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнакан вырăнта тирпейлĕ пулмалла

30 сентября 2009 г.

Раççей Федерацийĕн çут çанталăк сыхлавĕн, вырăнти хăй тытăмлăхăн ĕç-хĕлĕ пирки çыхăннă саккунсем муниципалитет йĕркеленĕвĕсене территорисене таса тытма кирлине, йăлара усă курнă хыççăнхи каяшсене пухма, турттарса тухма ыйтаççĕ. Хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçласа пыраççĕ ял тăрăхĕсен администрацийĕсем? Çавăн пирки калаçу пуçартăмăр район прокурорĕн çумĕпе Василий Анатольевич Николаевпа. _ Тăван ен, тăван тавралăх тирпейлĕ те таса пулни кашнин кăмăлне çĕклет, хавхаланса ĕçлеме май парать. Йăлари хытă каяшсене пухма, турттарса тухма муниципалитет йĕркеленĕвĕсем _ ял тăрăхĕсен администрацийĕсем яваплă. Çакна федерацин 89-ФЗ номерлĕ "Производствăпа йăлари каяшсем çинчен" саккунĕн 8-мĕш статйинче, "Тăван тавралăха сыхласси çинчен" саккунĕн 7-мĕш статйинче, "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккунĕн 14 статйин 18 пунктĕнче палăртнă. Вĕсене шута илсе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем Роспотребнадзорăн Чăваш Енри уйрăмĕн Патăрьел районĕнчи территори пайĕпе килĕшсе ялсене санитари енчен тасатмалли схемăсене, ялсене тирпей-илем кĕртмелли йĕркесене çирĕплетнĕ. Çавăн пекех районти Депутатсен пухăвĕ "Елчĕк районĕнче 2008-2010 çулсенче экологи хăрушсăрлăхне ỹстересси çинчен" тĕллевлĕ программа, район пуçлăхĕ "2009-2011 çулсенче каяшсене вырнаçтарасси" йышăну çирĕплетнĕ. Вĕсене тĕпе хурса ĕçлесе пыраççĕ те ял тăрăхĕсен администрацийĕсем. _ Йăла каяшĕсене пухса турттарма укçа-тенкĕ кирлĕ-çке... _ Йăлара пухăнакан тĕрлĕ каяша пухса турттарса тухас енĕпе ятарлă предприяти _ ММПП ЖКХ ĕçлет. Унпа ял тăрăхĕсем 9 килĕшỹ, ялсенчи обществăлла инфратытăм объекчĕсен ертỹçисем 247 килĕшỹ тунă. Тĕрĕслев кăтартса панă тăрăх, ял тăрăхĕсен бюджечĕсенче çак ĕçе пурнăçлама 135,5 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Çав вăхăтрах саккуна пăсса йĕркеленĕ свалкăсене пĕтерме укçа-тенкĕ уйăрман. Çакă, паллах, ял тăрăхĕсен администрацийĕсене чыс кỹмест. _ Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çав-çавах саккуна пăсса йĕркеленĕ свалкăсене пĕтерессипе ĕçлеççĕ... _ Ĕçлемеççĕ тесе калама çук. Тĕрĕслев кăтартса панă тăрăх, 2008-2009 çулсенче районти 53 ялти 65 свалкăна пĕтернĕ. Çакна палăртмалла: свалкăсен ытларах пайне прокурор тавăçсем тăратнă хыççăн çеç суд йышăнăвĕпе пĕтерме май тупнă. Каяшсене ММПП ЖКХ балансĕ çинче тăракан Елчĕкри свалкăна илсе тухаççĕ. Çапах та каяшсене пухма, сиенсĕрлетме, турттарса тăкма ММПП ЖКХ лицензине тин çеç йĕркелеме пуçăннă. Çакна район сучĕ 2008 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе палăртса хăварнăччĕ. Лицензи йĕркелеме 6 уйăх вăхăт панăччĕ. Анчах ĕç начар пырать. Тен, çакăнта предприятин ертỹçисем час-часах улшăнса тăни те чăрмав кỹнĕ пулĕ. Кăçал çеç 3 çын ертỹçĕ пуканĕ çинче пулса курма ĕлкĕрчĕ. _ Айăплисене, паллах, пуçран шăлмаççĕ... _ Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе килĕ-шỹллĕн, район прокуратури 2008-2009 çулсенчи тĕрĕслев материалĕсене тĕпе хурса, РФ КоАП 14.1 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн ММПП ЖКХна 2 хутчен административлă майпа айăпланă, 40-шер пин тенкĕ штрафланă. 2009 çулта Роспотребнадзорăн Чăваш Енри уйрăмĕн Патăрьел районĕнчи территори пайĕн йышăнăвĕпе Çирĕклĕ Шăхаль тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен Л.Кошкинпа В.Рыбкинран РФ КоАП 6.3 статйипе килĕшỹллĕн штрафсем шыраса илнĕ. Прокурор материалĕсене тĕпе хурса çу уйăхĕнче миравай судьян йышăнăвĕпе Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш, Тăрăм, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене РФ КоАП 8.2 статйипе килĕшỹллĕн 10 пин тенкĕ штрафланă. _ Çапах та, Василий Анатольевич, каяшсене илсе тухас енĕпе хăш çĕрте начар ĕçлеççĕ? _ Кăçалхи çу уйăхĕнчи тĕрĕслев вăхăтĕнче 3 ял тăрăхĕнче пысăк çитменлĕхсене палăртнă. Акă, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче саккуна пăсса йĕркеленĕ 2 свалка, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче 4 свалка, Курнавăш ял тăрăхĕнче 1 свалка тупса палăртнă. Уйрăмах Тĕмер ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче саккуна пăснă тĕслĕх тĕлĕнтерчĕ. Çак касран инçех мар вырнаçнă 0,03 гектар çинчи свалкăра мĕн кăна йăваланса выртман _ кивĕ хут, шифер татăкĕсем, пластмасса тата кĕленче, тимĕр-тăмăр... Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ çакна тĕрĕслесе тăма май тупайман. Прокурор суда тăратнă тавăçсем тăрăх çеç территорисене тасатнă. Кăçалхи авăн уйăхĕнчи тĕрĕслев тăрăх Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче саккуна пăсса йĕркеленĕ 6 свалка тупса палăртнă, çав шутра Кĕçĕн Таяпапа Таяпа Энтринче _ 3-шер. Çак тĕслĕхсемпе район прокурорĕ суда 6 тавăç тăратнă. Вĕсенче Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхне çут çанталăк сыхлавĕн тата санитари саккунĕсене пăхăнма, пĕр уйăх хушшинче саккуна пăсса йĕркеленĕ свалкăсенчен каяшсене илсе тухма кирлине палăртнă. _ Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, чăнах та, каяшсене илсе тухассипе яваплă. Çапах çынсен ăнланулăхĕ те кирлĕ-çке... _ Саккуна пăсса йĕркеленĕ свалкăсем пĕлĕтрен татăлса анмаççĕ. Вĕсем _ ялсенче пурăнакансен, предпринимательсен ĕçĕ. Тĕрĕслевсем кăтартса панă тăрăх, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, каяшсене пухса турттарса тухас енĕпе чылай тăрăшаççĕ пулин те, ялсенче пурăнакансем вăрман тăрăхĕсене, çырма-çатрана, юхан шывсен, кỹлĕсен çыранĕсене тĕрлĕ çуп-çаппа тултараççĕ. Çавăнпа ялта пурăнакан çынсене, предпринимательсене çапла чĕнсе каласшăн: пурăнакан вырăнта яланах тирпейлĕ пулмалла, кашни çын çут çанталăк сыхлавĕн, санитарин саккунĕсене пăхăнмалла, каяшсене ятарлă вырăна пухса турттарса тухмалла. Йĕркене пăхăнманнисене явап тыттарма тиветех. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика