30 сентября 2009 г.
"Обязательнăй ĕçсем" (судпа айăпланнă çынна тĕп ĕçрен пушансан тỹлевсĕр ĕçлеттерни) айăплава РФ УК 49 статйипе килĕшỹллĕн 2006 çулта ĕçе кĕртнĕ. Наказани виçи 60 сехетрен пуçласа 240 сехет таран. Ăна кунсерен вĕренỹ е ĕç хыççăн 14 сехетрен пуçласа 16 сехетчен ĕçлесе татмалла. Çак статьяпа айăпланнисене чылай чухне ял урамĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçе явăçтараççĕ. Район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хушăвĕсене тĕпе хурса вĕсене тĕрĕслесе тата асăрхаса тăма яваплă çынсене палăртаççĕ. Суд йышăнăвĕсемпе килĕшỹллĕн кăçал 23 çынна тĕрлĕ ĕçе вырнаçтарса ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса панă. Çапах та айăпланнисем хушшинче тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлассинчен пăрăнакансем те пур. Тĕмер ялĕнчи Б.-а, Таяпа Энтринчи К.-на, тĕслĕхрен, районти миравай суд 180 сехетлĕх "обязательнăй ĕçсем" айăплав çирĕплетнĕччĕ. Б. хăйĕн ĕçне Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ çине çирĕплетичченех ялтан тухса кайса çухалма ĕлкĕрнĕ. Таяпа Энтри ялĕнчи К. вара айăплав çине сỹрĕккĕн пăхрĕ, инспекци ĕçченĕсем пĕрре анчах мар асăрхаттарнă пулсан та эрехпе туслашнăран ĕçе тухмарĕ. Саккуна пăхăнман çынсен ĕçĕсене тепĕр хут суда тăратма тиврĕ, суд вĕсене ĕçлесе юсанмалли колоние яма йышăну кăларчĕ. Маларах асăннă айăплава илнисене тĕрĕслесе тăрса ĕçлеттересси, саккуна пăхăнманнисем пирки пирĕн инспекцие вăхăтра пĕлтересси хăйсен тĕп тивĕçĕ пулнине (РФ УК 28 статйи) ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен асрах тытасчĕ. Т.СЕМЕНОВА, уголовлă ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан инспекци пуçлăхĕ.