Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăхĕпе палăраççĕ

30 сентября 2009 г.

Ăсталăхĕпе палăраççĕ Йăлана кĕнĕ тăрăх, кĕркунне пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче вĕренекенсем футболла выляса "Çамрăклăх" кубокшăн кĕрешĕве тухаççĕ. Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче 7 команда вăйлине палăртма пухăнчĕ. 2 ушкăна пайланса вылярĕç çамрăк футболистсем. Тĕп вăйăсем Елчĕкри тĕп стадионта иртрĕç. 3-4-мĕш вырăнсемшĕн Лаш Таяпари тата Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчи командăсем кĕрешрĕç. Ăнăçу _ Лаш Таяпасем енче. "Çамрăклăх" кубока çĕнсе илессишĕн хăйсен ушкăнĕсенче çĕнтернĕ Елчĕксемпе Курнавăшсем футбол уйне тухрĕç. Кĕрешỹ çивĕч иртрĕ. Çапах та ăнăçу Елчĕксем енче пулчĕ: пĕрремĕш таймра А.Федоров, иккĕмĕш таймăн юлашки минутĕнче А.Николаев Курнавăшсен хапхине пĕрер мечĕк кĕртме пултарчĕç _ 2:0. Çĕнтерỹçĕсем _ Елчĕксем. Çамрăк футболистсенчен йĕркеленĕ пĕрлештернĕ команда шкул ачисен Чăваш Республикинчи спартакиадине хутшăнать, Канашри зонăри ăмăртура вылять.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика