Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар сỹнтерекенсем хăвăрт çитĕç

30 сентября 2009 г.

 Федерацин 2008 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчи 123-ФЗ номерлĕ "Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсен техника регламенчĕ" саккунĕ кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Унпа килĕшỹллĕн пушар сỹнтерекенсем çунакан вырăна 20 минутран кая юлмасăр çитмелле. Шел, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансем ку енĕпе хăрушлăхра пулнă. Кунта вырнаçнă 4 ялти хуçалăхсене вут-çулăмран сыхлас тĕллевпе Елчĕкри 44 номерлĕ пушар чаçĕн уйрăм постне йĕркелерĕç. Ăна Лаш Таяпара, "Слава" колхозăн пушар хуралĕн пулнă çуртĕнче вырнаçтарнă. Уйрăм поста уçма Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петьков, район пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăнчĕç, малашне çак тăрăхра пурăнакан 1369 çыншăн хăрушлăх чакнине палăртрĕç. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Воробьев, кунта пурăнакансем инçетре вырнаçнă ялсене пушар хăрушлăхĕнчен хăтăлма пулăшнăшăн тав турĕç. Ял халăхĕ пулăшнипе юсаса çĕнетнĕ çуртра вырнаçнă поста пушар сỹнтерекен ЗИЛ-131 автомашина панă. Кунта 4 ĕçлекен хуралта пулĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика