Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç ларт тата ăна упра

26 сентября 2009 г.

Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе районта санитарипе экологи уйăхлăхĕ ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Район пуçлăхĕн Н.Миллинăн 2009 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнчи (178-мĕш номерлĕ) хушăвĕпе килĕшỹллĕн авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 25-мĕшĕччен районта тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе экологи уйăхне йĕркелесе ирттермелле. Унта предприятисемпе учрежденисен, организацисен пурин те активлă хутшăнмалла. "Йывăç ларт тата ăна упра" акци те пуçланчĕ. Районта çак ĕçе юпа уйăхĕн 5-15-мĕшĕсенче ушкăнпа пурнăçлама палăртаççĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисен, учрежденисен, организацисен ертỹçисене асăннă яваплă тапхăрта çак ĕçсене пурнăçлама сĕннĕ: _ тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕлĕшпе ушкăнпа тухса ĕçлессине йĕркелемелле: _ предприятисен территорийĕнче вырнаçнă усă курман производство çурчĕсене йĕркене кĕртмелле; _ ирĕк памасăр уçнă свалкăсене пĕтермелле; _ масарсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Палăртнă ĕçсене мĕнле пурнăçланине çирĕплетсе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне район администрацине информаци тăратмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика