Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса шыв _ пирĕн сывлăх

26 сентября 2009 г.

Илемлĕ çут çанталăкпа киленсе пурăнма, экологи тĕлĕшĕнчи йĕркене пăснине пула сывлăхшăн тата пурлăхшăн мĕн чухлĕ тăкак кỹни çинчен пĕлме кашни çыннăн право пур. Çакăн пирки Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 42 статйинче те палăртса каланă. Хальхинче нумай чухне хамăртан килекен çут çанталăкри улшăнусем çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма тĕллев тытрăмăр. Шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе илес пулсан, 1956 çултанпа Елчĕк районĕнче 212 скважина чавнă. Тĕрлĕ сăлтавсене _ выльăх-чĕрлĕх фермисене пĕтернĕ хыççăн выльăхсен хисепĕ чакнине тата уйрăм хушма хуçалăхсенче уйрăм пусăсем чавнине пула çак тапхăрта вĕсенчен 57-шĕпе усă курма пăрахнă, 68-шĕ никама та кирлĕ мар, вĕсенчен 38-шне пăрахăçлама палăртнă. Хальхи вăхăтра усă куракан скважинăсем 81 шутланаççĕ, саппасра _ 6 скважина. Лаш Таяпара 5 скважина, Анатри Тимешре 2 скважина юхăннă. Хальхи вăхăтра шыв управĕсене чавасси тата вĕсенче строительство ĕçĕсене пурнăçласси ытла та хака ларать. Çакна шута илсе скважинăсене пăхса тăрассишĕн тата вĕсене упрассишĕн пурин те пĕрле тăрăшмалла. Шыв управĕсене тивĕçлĕ шайра пăхса тăрассипе тата вырăнсенче пурăнакансене таса, пахалăхлă шывпа тивĕçтерессипе "Комбайн", "Рассвет", "Яманчурино", "Сатурн", "Прогресс" ял хуçалăх предприятийĕсем, "Чăвашъенкрахмал" ООО, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем шыва ĕçлесе тупма лицензи илнĕ, шыв пахалăхне лабораторире вăхăтра тĕрĕслеттерсе тăраççĕ. Шыв управĕсен таврашне картасем тытса çавăрнă, вĕсене техника тĕлĕшĕнчен пахалăхлă пăхса, асăрхаса тăраççĕ. Халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтерессишĕн муниципаллă пĕрлешỹсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен анчах мар, уйрăм çурт хуçисен пурин те пĕр çын пек пулса тăрăшмалла. Районта пурĕ 9,2 пин хушма хуçалăх шутланать. Вĕсенче пурăнакансенчен 60 проценчĕ тарасасемпе тата пусăсемпе усă курать. Анчах мĕн асăрхатпăр? Чылай чухне тараса-пусăран инçех те мар тислĕк купаласа хунине е таса мар ытти япаласем выртнине курма пулать. Санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн органĕсенче уйрăм кил-çуртпа пурăнакансем усă куракан пусă-тарасасенчи ĕçмелли шывăн пахалăхне тĕрĕсленин кăтартăвĕсем те çук. Укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пăхмасăр (шыв пахалăхне тỹлевлĕ майпа тĕрĕслеççĕ) уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансен пурин те хăйсем усă куракан тарасари шыв пахалăхне лабораторире тĕрĕслеттерме тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен пирĕн сывлăх эпир мĕнле шыв ĕçсе пурăннинчен нумай килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика