Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче

26 сентября 2009 г.

 Çамрăк амăшĕ пепки аталансан ĕçе тухма васкать. Анчах килте карчăк-кĕрчĕк çук, ачана кампа хăвармалла? Чылай ялсенчи çамрăк мăшăрсене шухăшлаттарать çакă. Район центрĕнчи ача сачĕсене черете тăракансем те сахаллăн мар. Юрать-ха юлашки çулсенче шкулсен çумĕнче ача сачĕн ушкăнĕсем уçăлчĕç. Чылайăшĕн ыйтăвне тивĕçтерчĕ вăл. Шăмалаксем вара ку енĕпе ырлăх кураççĕ тесен те йăнăш мар. "Ромашка" ача сачĕ çирĕм çул ытла шăпăрлансене йышăнать. Вĕсем ыттисем пек шкулта мар, 90 ача вырнаçмалăх типлă проектпа тунă ятарлă садикре воспитани илеççĕ, анлă пурнăçăн пĕрремĕш утăмĕсене кунта тума вĕренеççĕ. Условисем питĕ лайăх, пỹлĕмĕсем пысăк та хăтлă. Воспитателĕсем пĕринчен тепри маттур, пысăк тавра курăмлă. Кунта заведующи пулса чылай çул Ирина Николаевна Воронова тăрăшать. Елчĕк хĕрĕ воспитатель пĕлĕвне илнĕ хыççăнах çутĕç пайне кадрсем енĕпе ĕçлекен инспектора вырнаçрĕ. Унтан икĕ çул "Солнышко" садикре аслă воспитатель пулса ĕçлерĕ. Шăпа Яманчỹрел тăрăхне илсе çитерчĕ ăна. Кунта та вăл хăй юратнă ĕçĕнчен уйрăлас темерĕ _ тỹрех "Ромашка" садике вырнаçрĕ. Унтанпа çирĕм çул куç хупса илнĕн иртсе кайрĕ. Çак таранччен вăл яланах пĕчĕккисемпе юнашар. Коллектив туслă. Кашни ĕçчен хăйĕн тивĕçне чунтан пурнăçлать. Ачасене юратман çын тăрăшаймасть ку профессипе. Тепĕр чухне пĕртен-пĕр тĕпренчĕк те тарăхтарса çитерет. Кунта вара вĕсем вуншарăн. Кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупмалла, тĕрлĕ мелпе калаçмалла, ăнлантармалла. Ача ỹстересси çăмăл маррине пурте пĕлетпĕр. "Ромашкăра" ĕçлекенсем воспитатель ĕçне суйласа илнипе савăнаççĕ кăна. "Ватăлма памаççĕ вĕсем, ачалăха таврăнма пулăшаççĕ",_ теççĕ воспитательсем пĕр кăмăллăн._ Кунта ют ачасем çук, пурте хамăрăн". Садике 36 ача çỹрет. Уставпа килĕшỹллĕн, çулталăк та икĕ уйăхри ачана, йĕркеллĕ те утайманскере, калаçайманскере йышăнаççĕ те шкула кайма хатĕрлесе вĕрентсе кăларса яраççĕ. Садик ачисене шкул хăратмасть. Вĕсем сас паллисене паллаççĕ, хăйсене обществăра тытма пĕлеççĕ. Шăмалаксем çеç мар, Яманчỹрелсем те килеççĕ ача садне. Вĕсене И.Воронова заведующи рейслă автобуспа кашни кун илсе çỹрет. 12 ачан ашшĕ-амăшĕ тепĕр чухне пепкине тухса илме ерçеймест пулсан, Ирина Николаевна килĕрен леçет. Пысăк ответлăх илнĕ вăл хăй çине, нимĕн те калаймăн. Мина Сидорова, Луиза Денисова воспитательсем, воспитатель пулăшаканĕсем Надежда Сымкина, Людмила Львова, Лариса Ермакова _ чылай çул ĕçлесе пысăк опыт пухнă тарăн пĕлỹллĕ специалистсем. Венера Романова медсестра та тивĕçлĕ ĕçĕпе хисеп çĕнсе илнĕ. Воспитательсем пĕчĕкскерсене Васильеван комплекслă программипе килĕшỹллĕн воспитанипе пĕлỹ параççĕ. Мĕн ачаран чăвашсен йăли-йĕркине пĕлсе, юратса ỹсчĕр тесе вĕрентессине тĕп вырăна хураççĕ. Чăваш чĕлхин кунĕсене чаплă паллă тăваççĕ шкул çулне çитмен "шĕвĕрккесем". Пурне те амăшĕсем чăваш тумĕсене çĕлетсе панă. Садикре музей та пур. База пуянни куç кĕрет. Кашни воспитатель ятарлă планпа тăрăшать. Садике çỹренĕшĕн ашшĕ-амăшĕ пĕр ачашăн кунне 20 тенкĕ тỹлет. Венера Лисовăпа Альбина Петрова _ квалификациллĕ поварсем. Вĕсем менюна çĕнетсех тăраççĕ, пурнăç калчисене тутлă çитерессишĕн ăсталăхне шеллемеççĕ. Шăмалаксемпе Яманчỹрелсем ачисем садике çỹренĕшĕн питĕ кăмăллă. Акă, пилĕк çемьен виçĕ ачи те кунта çỹрет. Надежда Львова нумаях пулмасть тăваттăмĕш пепкине алла илчĕ. Аслисем виççĕшĕ те ача садне каяççĕ. Çамрăк амăшне район пуçлăхĕн йышăнăвĕ савăнтарать, нумай ачаллă çемье садике çỹрекен пепкисемшĕн çурри çеç тỹлет. Тата патшалăх та компенсаци парать йышлă ачаллă çемьесене. Тĕпренчĕкĕсем кунĕпе аслă е ятарлă пĕлỹ илнĕ воспитательсен аллинче. Çакă савăнăç кỹрет те ашшĕ-амăшне. "Ромашка" садикре ĕçлекенсем республикăри, районти конкурссене активлă хутшăнаççĕ, призлă вырăнсене пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Шăмалаксем спорт ăмăртăвĕсенчен те пăрăнса юлмаççĕ. Çавăнпах садике çỹрекен ачасем чирлемеççĕ те. Юлашкинчен районти мĕнпур воспитателе уяв ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре пултарулăх сунатпăр. Пирĕн ачасене воспитанипе пĕрремĕш пĕлỹ панă çĕрте сирĕн тỹпе калама çук пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика