26 сентября 2009 г.
Уй-хирти кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн çитес çулхи çур аки пирки шутлама тытăнать çĕр ĕçченĕ. Техникăна юсама, хĕл каçарма кирли çинчен те манса каймасть. Ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче техникăна нумай вăхăтлăха упрама вырнаçтарма тытăнчĕç. Ăста ертỹçĕсемпе специалистсем, яваплăха туякансем, машинăпа трактор паркĕсенче йĕрке тăваççĕ. Ĕçрен пушаннă тĕш тырă пухакан комбайнсене, кăкарса ĕçлекен ытти техникăна, май пулсан, ангарсене кĕртеççĕ е уçă вырăнтах ГОСТпа килĕшỹллĕн вырнаçтараççĕ. Чи малтанах, упрама хатĕрленĕ техникăна ятарлă пукансем çине лартаççĕ, ременьсемпе сăнчăрсене илсе склада упрама хураççĕ, тутăхакан, çаврăнакан узелсемпе пайсене ятарлă шĕвекпе сĕреççĕ, урапасен камерисенчи сывлăш пусăмне чакараççĕ, шинисене шуратаççĕ, двигательсене çумăрпа юр кĕресрен хуплаççĕ. Çавăн пекех машинăпа трактор паркĕсенчи тимĕр-тăмăра пухаççĕ, çум курăкран тасатаççĕ, техника хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнассипе тăрăшаççĕ. Мĕн пур çĕрте çапла-ши? Çакна тĕрĕслес енĕпе çула тухать те техникăна хĕл каçарма хатĕрленине тĕрĕслекен районти ятарлă комисси. Вăл юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Тăрăм, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Курнавăш, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Аслă Елчĕк, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Елчĕк, юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Лаш Таяпа, юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхаль, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче вырнаçнă ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче техникăна хĕл каçарма мĕнле вырнаçтарнине тишкерĕ. Сивĕ кунсем çитесси нумай юлмарĕ. Çумăр, юр çăвасси те часах пуçланĕ. Çавăнпа техникăна хĕл каçарма тивĕçлипе хатĕрленни паха..