Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстафетăна чĕнеççĕ

26 сентября 2009 г.

Кĕр кунĕсем иртсе пынă май çăмăл атлетсене хăйсен вăйне юлашки хут тĕрĕслесе пăхма чĕнеççĕ. Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче тепĕр хут старта тухаççĕ çуран чупма юратакансем. Çак кун тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем çăмăл атлетсен эстафетине хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ ушкăнра хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ. Чи малтанах район администрацийĕн пайĕсенче ĕçлекенсем ăмăртаççĕ. Вĕсем хыççăн ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем (2 хĕрарăмпа 2 арçын), районти предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче (2 хĕрарăмпа 2 арçын), ял хуçалăх предприятийĕсенче (2 хĕрарăмпа 2 арçын) ĕçлекенсем старта тухаççĕ. Чи йышлă ушкăнсем, паллах, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчи вĕрентекенсен (3 хĕрарăмпа 1 арçын), вăтам шкулсенчи вĕрентекенсен (3 хĕрарăмпа 2 арçын), тĕп шкулсенче вĕренекенсен (3 хĕр ачапа 3 арçын ача), вăтам шкулсенче вĕренекенсен (4 хĕр ачапа 4 арçын ача) командисен ăмăртăвĕ те кăсăклă пуласса шанса тăратпăр. Ăмăртăва хутшăнакан кашни участник 400 метрлă дистанцие тухать. Çăмăл атлетсен эстафети Елчĕкри тĕп стадионта 14 сехетре пуçланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика