23 сентября 2009 г.
Вырсарни кун пирĕн çĕршывра çуран чупакансен уявĕ _ "Наци кросĕ _ 2009" иртрĕ. Ытти çулсенче ăна Шупашкарта тата республикăри пысăк хуласенче йĕркелекенччĕ. Кăçал вăл вырăнсенче _ район центрĕсенче иртрĕ. Елчĕкри аэродром территорине çак кун районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ĕç коллективĕсенче ĕçлекенсем, ветерансем йышлă пуçтарăнчĕç. Çуран чупакансене район пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче çуран чупни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, ăнăçусем сунчĕ. Çуран тата йĕлтĕрпе чупма юратакансен кросĕсене районта халиччен те ирттермен мар-ха. Анчах çакăн пек пысăк йышпа чупăва тухни халиччен пулман та пулĕ. Спорт уявне йĕркелекенсем чупăва кăçал пин ытла тĕрлĕ ỹсĕмри çын хутшăннине пĕлтерчĕç. Пурин сăн-питĕнче те хаваслă кулă çиçет. Авăн уйăхĕн çырла пек кунĕ чуна ăшăтать, ушкăнпа çуран чупас килет. Чи малтан 9 класа çитичченхи хĕр ачасем, 35 çултан аслăрах хĕрарăмсем старт 1000 метрлă дистанцире илчĕç. Икĕ ушкăнра та çуран чупассинче районта палăрнисем те, сайра-хутра чупакансем те пулчĕç. Чи çивĕччисем старт илнĕ хыççăнах ыттисенчен уйрăлса хăвăртлăха ỹстерчĕç. Теприсем вăй çитнĕ таран чупрĕç. Чупакансен ушкăнĕ хур картине аса илтернĕн малалла ăнтăлчĕ. Хĕр ачасен ушкăнĕнче О.Николаева (Патреккел), Е.Сергеева (Хăвăлçырма), М.Скворцова (Кĕçĕн Таяпа), хĕрарăмсен ушкăнĕнче В.Немцева (вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ), Э.Артемьева (Аслă Пăла Тимеш), З.Шумилкина (Курнавăш) финиша чи малтан çитрĕç. 9-мĕш класра вĕренекен арçын ачасем тата 40 çултан иртнĕ ушкăнри арçынсем 2000 метрлă чупăва хутшăнчĕç. А.Краснов (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Голубев (Кĕçĕн Таяпа), А.Смирнов (Курнавăш) вĕренекенсем, М.Скворцов (Кĕçĕн Таяпа), А.Карсаков (Хăвăлçырма), П.Смирнов (Курнавăш) арçынсем _ Наци кросĕнче чи вăйлă чупакансем. Çак ушкăнра та çулĕсемпе çамрăккисем, аслисем чылаййăн пулчĕç. Финиша вĕсем тĕрлĕ вăхăтра çитрĕç. Анчах куракансем вĕсене пурне те алă çупса кĕтсе илчĕç. 10-11-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасемпе 35 çула çитичченхи хĕрарăмсем 2000 метрлă дистанцире старта тухрĕç. Ку ушкăн та йышĕпе пысăк пулчĕ. И.Филимонова (Елчĕк), Н.Афанасьева (Аслă Елчĕк), З.Иванова (Курнавăш) вĕренекенсем тата А.Быкова ("Победа" ЯХПК), О.Левая (Елчĕк ял тăрăхĕ), С.Иванова ("Прогресс" ЗАО) _ Наци кросĕн çĕнтерỹçисем. 10-11-мĕш классенче пĕлỹ пухакан арçын ачасем тата 40 çула çитичченхи арынсем 3000 метра чупрĕç. Финиша С.Петров, А.Федоров (Елчĕк),С.Крылов (Курнавăш) вĕренекенсем тата П.Добронравов ("Прогресс" ЗАО), А.Васильев ("Улăп" спорт керменĕ), В.Абдулкин (Лаш Таяпа) малтан çитрĕç. Ытти вун-вун вĕренекенпе арçын та кĕске мар дистанцие парăнтарчĕç. Муниципаллă органсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен хушшинчи чупура ытларах çулланнă çынсем пулчĕç. Вĕсем пĕр çухрăма чупса тухрĕç. Мала тухнă район пуçлăхĕ Н.Миллин, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый тата ыттисем çăмăл атлетика вĕсемшĕн ют пулманнине кăтартса пачĕç. Наци кросне чупма килнĕ çемьесем те йышлă пулнине палăртмалла. Хăшĕ-пĕрисем, сăмахран, Ĕнелти Николаевсем, Тỹскелти Даниловсем, Аслă Елчĕкри Адюковсем мăшăрĕсемпе, икшер ачисемпе чупăва хутшăнчĕç. Пĕрер ачаллă мăшăрсем, мăнукĕсемпе чупакан асламăшĕ-кукамăшĕсем те чупăва йышлă хутшăннине асăрхама пулчĕ. Кроса йĕркелекенсем Дима Воробьев, Катя Ишмуратова, Даниил Волков (Елчĕк) чи çамрăк чупуçăсем пулнине палăртрĕç. Вĕсем ача сачĕсене çỹреççĕ. Чи ватă участник вара _ Елчĕкре пурăнакан О.Журавлев. Вăл çуран, йĕлтĕрпе чупма кăмăллать. Наци кросĕнче палăрнă чупуçăсене Хисеп грамотисемпе, призсемпе чысларĕç.