Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп йĕрке кирлĕ

23 сентября 2009 г.

Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитетне тата унăн тытăмне кĕрекен следстви органĕсене йĕркеленĕренпе 2 çул çитрĕ. Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕнче Р.Шайхалов ертỹçĕ, унăн çумĕ Р.Салимзянов, ертỹçĕн аслă пулăшаканĕ В.Егоров, пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе ĕçлекен следователь В.Ярушкин, Д.Тазюков, А.Эткеров, В.Зайцев аслă следовательсем, Н.Маркиданова аслă инспектор-делопроизводитель тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул преступленисем çинчен калакан 495 пĕлтерĕве пăхса тухнă, тĕрĕслев хыççăн уголовлă 90 ĕç пуçланă. Уголовлă ĕçсенчен ытларахăшĕ çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă тĕслĕхсемпе çыхăннă. Питĕ йывăр преступленисем çемьери хутшăнусенче эрех-сăрапа иртĕхнипе пулнă. Çавăн пекех уголовлă ĕçсенчен арлăхпа, çыннăн конституциллĕ прависене пăснисемпе, халăхăн сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнисемпе çыхăннисем ỹсни палăрать. Коррупципе çыхăннă ĕçсене те сахал мар тĕпченĕ. Кăçал çеç пĕлỹ паракан учрежденисен ертỹçисен службăри ултавпа, бюджет укçине вăрланипе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсемпе çыхăннă, милици сотрудникĕсем службăри тивĕçĕсене пăснă тĕслĕхсем пирки уголовлă ĕçсене тĕпчеме тиврĕ. Преступлени çулĕ çине тăма хистенĕ сăлтавсене тупса палăртнă, учрежденисен ертỹçисене асăрхаттарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика