23 сентября 2009 г.
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн Елчĕк районĕнчи патшалăх инспекцийĕ пысăк мар _ штатра пилĕк çын кăна. "Çавна май пирĕн общественноçпа ĕçлесси çине тĕп тимлĕх уйăрма тивет, _ каласа парать подразделени ертỹçи, милици капитанĕ С.А.Краснов. _ Çав вăхăтрах çулсем çинчи лару-тăру кăткăсланса пырать. Тĕрлĕ йышши транспорт тытакансем çултан çул нумайланаççĕ... _ Çапла, _ çирĕплетет Сергей Алексеевич. _ Кăçалхи çичĕ уйăхра кăна 156 техника юравран тухрĕ пулсан та куçăм нихçанхинчен те пысăк: ялсенче те, тĕп çулсем çинче те. Республика пĕлтерĕшлĕ 57 километр хутлăхра кăна талăксерен 1000 яхăн тĕрлĕ транспорт иртет. Район территорийĕнче Федераци çулĕ çук пулсан та тĕрлĕ регионти çĕр-çĕр водительпе çыхăнăва кĕме тивет: Тутарстанран, Марий Элрен, Чĕмпĕрпе Самар, Чул хулапа ытти тăрăхран...Тепĕр чухне вĕсене пулăшмалли те килсе тухать. Анчах ютран килекенсен хушшинче те, сайрарах пулсан та, çул-йĕр куçăмĕн йĕркине сĕмсĕррĕн пăсакансемех тĕл пулаççĕ. Районти тĕп инспектор пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çичĕ уйăхра çулсем çинче инкек пуласси палăрмаллах (46 процент) чакнă. Çапах та , виçĕ çын вилнине тата çиччĕн аманнине шута илсен, тумалли, асăрхаттару ĕçĕсем пурнăçламалли пайтах. Тепĕр чухне транспортпа пачах çыхăнманнисем _ çуран çỹрекен ача-пăчапа ватăсем те инкеке лекни пăшăрхантарать. Акă, çур çул ытла каялла пĕр хĕрарăма, чип-чиперех çỹрекенскере, хĕрĕ патне уява кайма тухнăскере, автомашина пырса çапса вилмеллех амантни пирки халăхра паян та хĕрхенсе аса илеççĕ. Тепĕр çамрăк вара юлташĕ "тимĕр урхамаха" кирлĕ пек тытса пырайманшăн тĕнчерен уйрăлчĕ. _ Апла пулсан, çул-йĕр çинчи тăрăма официаллă влаçсем те "Фронтсăр вăрçă" е "Юнлă çул-йĕр" тесе хаклани Елчĕксемшĕн те тĕрĕсех килет... _ Килĕшетĕп. Мĕншĕн тесен, гаишник темле сыхă пулсан та, кашни ялти тата хутлăхри пулăма тăтăш тĕрĕслесе тăма ĕлкĕреймест. Халăхăн, çул куçăмне хутшăнакан кашни çыннăн хăйĕн тата ыттисен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн яваплăх туймасан. Йĕркене пăснăшăн айăплава çирĕплетни, чăнах та, чылайăшне Саккуна пăхăнма, асăрхануллă пулма хистени сисĕнет. Çав вăхăтрах... иртнĕ çичĕ уйăхра, пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан, йĕркене пăсни 400 ытла тĕслĕх ỹсрĕ. Эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнисен хисепĕ 18 процента яхăн чакрĕ пулсан та. Анчах çакă пĕрре те лăпланса лармалли сăлтав мар. Акă, тарăн тĕрĕслỹ палăртăвĕпе 69 водитель транспортпа алкоголь ĕçнĕ хыççăн çула тухнине çирĕплетнĕ, вĕсене тĕрлĕ явап тыттарнă, тĕпрен илсен, прависене туртса илнĕ. 554-н хăвăртлăх режимне пăхăнманнине е асăрхаттару паллисем пулсан та техникăна кирлинчен хытăрах хăваланине палăртнă. Паллах, вĕсем çакăншăн административлă явап тытаççĕ, штрафсем тỹлеççĕ. Анчах ỹсĕрсене е транспорт хатĕрне çул-йĕрне кура мар "çил-тăвăлла" хăвалакансене тытса чарман пулсан татах мĕн чухлĕ инкек пулма пултаратчĕ е çын пурнăçĕ татăлатчĕ, техника сиен куратчĕ?! Ахальтен мар ĕнтĕ пире ăнланакансем, гаишник ĕçне тĕрĕс хаклакансем çул çинчи куçăм йĕркисене пăсакансене вăхăтра тытса чарнăшăн тав тăваççĕ. Тепĕр чухне çакна айăпланисен тăванĕсенчен те илтетпĕр. "Тавах, унăн правине тытса илнĕшĕн, унсăрăн е хăй, е ыттисене йывăр инкек патне илсе çитеретчех" _ теççĕ вара вĕсем. _ Эсир маларах общественноçпа çыхăнса ĕçлессине пысăка хуни çинчен асăнтăр. Çакăн уссине куратăр-и? _ Куратпăр та, савăнатпăр та. Ара, çул çинчи инкек çуррине яхăн чакни, урăхла каласан, камăн-тăр пурнăçне е инкекне сирме пултарни хăй те чунра мăнкăмăллăх çуратать. Акă, çичĕ уйăхра 19 автохуçалăха тĕрĕсленĕ, пурин ертỹçине те асăрхаттарнă. Çав вăхăтрах унти водительсемпе хăрушсăрлăх енĕпе яваплисене çĕнĕ Саккунсемпе положенисене тĕплĕн ăнлантарса панă. Шăпах çав хуçалăхсенчен юсавсăр техникăпа çула тухасси е куçăм йĕркине пăсасси сисĕнмеллех чакни курăнать. Пирĕн сотрудниксем районти мĕн пур шкулта тата шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнче пулса калаçусем ирттерни, çул-йĕр йĕркисене ăнлантарса пани питех те вырăнлă тесе шутлатпăр эпир. Хамăр ĕç пирки тата çул-йĕр тăрăмĕ çинчен районти "Елчĕк ен" хаçатра çине-çинех çырни те йĕрсĕр иртмест. _ Каçарăр та, Сергей Алексеевич, юлашки çулсенче районта çĕнĕ çулсем нумай тунă е киввисене юсанă пулсан та, çул тытса-пăхса тăракансен айăпĕпе те инкексем пулмаççĕ мар... _ Шăпах çакă ытларах пăшăрхантарать те. Çав йăнăша тỹрлеттересси те çăмăл мар. Акă, пĕр тĕслĕх. Темиçе çул каялла район центрĕнчи пĕр çурта пăсса унта пурăннисене ял тулашĕнчи предприяти общежитине вырнаçтарчĕç. Хутлăхĕ инçех те мар ĕнтĕ. Анчах вун-вун çын пурăнакан тата юнашарах вырнаçнă виçĕ предприятие ĕçе çỹрекен çĕре тротуар тăвасси пирки никам та аса илмен. Маларах асăннă хĕрарăм вилĕмне нимпе те мар, инфратытăма аталантарассинчи йăнăшпа çыхăнтарма пулать. Кунне темиçе хутчен Елчĕкрен Лаш Таяпапа Яманчỹрел таранах маршрутлă автобуссем çỹрекен çулăн пĕр пайĕ питĕ япăх пулни водительсене те, пассажирсене те сахал мар тарăхтарчĕ. Турра шĕкĕр, тинтерех кăна юсаса пĕтернĕ çул çинче халиччен инкек-мĕн пулман. Çапах та пирĕн çул хуçисене асăрхаттарсах тăма лекет. Кăçал вĕсене вунă ытла предписани панă, иккĕшĕн пирки административлă протокол та çырнă. Юлашкинчен çакна каласах килет: ваттисем каларăшле, инкек куçа курăнса килмест. Çапах та халăхпа пĕр чĕлхе тупса, пĕрле ĕçлесен унран сыхланма тата асăрханма май пур. .