23 сентября 2009 г.
Лаш Таяпара Лаш Таяпара мĕн ĕлĕкренех чиркỹ пулнă. Ирсерен чан çапнă сасă аякка-аякка саланнă. Унта халăх тавраран та килнĕ. Çỹлтисем хушнипе 1940 çулта чиркĕве пăсаççĕ. Çапла вара никĕсĕ анчах тăрса юлать. Унта упраннă Хусан Турă Амăшĕн Турăшĕ темĕнле майпа Хусан çулĕ çинче вырнаçнă Пăрал ялĕн чиркĕвне лекет. Мĕн ĕмĕртен Турра пуç çапнă халăх ыйтнипе 1991 çулта Лаш Таяпара каллех чиркỹ чанĕ çапа пуçлать. Ĕлĕкхи йывăç шкул çурчĕ тăррине купол, хĕрес хăпартаççĕ. Çак кунсенче, укçа-тенкĕрен хĕсĕк вăхăта пăхмасăрах, Лаш Таяпасем пысăк та сăваплă ĕçе тытăнчĕç. Ĕлĕкхи чиркỹ вырăнĕнче çĕннине хăпартма шутларĕç. Хĕле кĕриччен никĕсне ĕлкĕртесшĕн. Уяр кунсемпе усă курса ял халăхĕ нимепе ĕçлет. Ытларах çамрăксем вăй хураççĕ унта. Ял пачăшки Силуан атте пархатарлă ĕçе хутшăннă çынсене _ Яманчỹрелĕнчи "Ял хуçалăх химийĕ" предприятин пуçлăхне Герман Петрова, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн директорне Юрий Попова, Шупашкар район ертỹçине Анатолий Князева, Николай Князев, Валерий Яковлев, Анатолий Михайлов, Владимирпа Анатолий Меметов предпринимательсене тата Елчĕк районĕнчи Акар йытăсен йăвин пуçлăхне _ çак ĕçе йĕркелекен Леонид Князева чĕререн тав турĕ. .